РФ гражданĕсене патриотла воспитани парассипе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание Координационного совета при Главе Чувашской Республики по патриотическому воспитанию граждан Российской ФедерацииҪĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче РФ гражданĕсене патриотла воспитани парассипе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ.

Мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев тата Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров йĕркелесе ертсе пынă.

Ĕҫе пухăннисем РФ Хĕҫ-пăшаллă Вăйсенче служба тивĕҫне пурнăҫлассипе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă. Салтака кайма вăхăт ҫитиччен, ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитни парассине, ку енĕпе йышăннă ятарлă программăна Чăваш Енре епле пурнăҫланине тарăн сӳтсе явнă. Вĕренӳ учрежденийĕсенче йĕркеленекен мероприятисене тишкерсе тухнă, Пĕтĕм Раҫҫейре пулакан «Ҫĕнтерӳ ҫулĕсем" проекта Шупашкар хулинчи шкулсем хутшăннине тишкернĕ, профильлĕ сменăсем ҫинчен канашланă.     

Чăваш Енре патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, обществăлла организацисем, вĕренӳ учрежденийĕсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăннине, граждансем хушшинче патротла воспитани парассипе тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине каланă канашлăва пухăннисем.   Тăван ҫĕршыва юратма ăна яланах хӳтĕлеме вĕренсе пырасси аслисен тивĕҫĕ. Ҫамрăк ăру паттăрсен чысне тĕпе хурать, вĕсем пек ырă тĕслĕхсемпе палăрассишĕн тăрăшать.

Ачасене патриотла воспитани парассинче спорт та пысăк витĕм кӳрет. Регионта спортăн тĕрлĕ енĕсемпе 51 учрежденинче ăсталăха туптаса пыма май пур. Кулленех вĕсене 34 пин ача ҫӳрет.   

Спорт кĕлетке-ҫурăма кăна ҫирĕплетмест, кăмăл-туйăма та ҫĕклет.  Ачасем мĕн пĕчĕкрен вăйлă, ăс-хакăл тĕнчи енчен пуянланса пыма пуҫлаҫҫĕ. Ҫитĕнӳсем тума ăнтăлаҫҫĕ.  

Ачасене культурăна явăҫтарни те паха. Республикăра пĕтĕмпе 490 вулавăш. Нумай функциллĕ учрежденисенче ăсталăха тĕрлĕ енлĕ туптаса пыма мĕн пур условисем ҫителĕклĕ.  Ҫарпа патриотизм клубĕсем те регионта чылай. Ку енĕпе Улатăрсем, Элĕксем, Канашсем, Йĕпреҫсем лайăх ĕҫлесе пыраҫҫĕ.

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунине палăртса тĕрлĕ мероприятисем ирттерме культура пайĕнче тăрăшакансем пулăшаҫҫĕ.   Кăтарту 800 мероприятине те ҫитнĕ кăҫал. Вĕсенче 150 пин ытла яш-кĕрĕм хутшăннă. Ачасене патриотизм воспитанине парассипе йышăннă патшалăх программине пурнăҫлама 2018 ҫулта 4 млн тенкĕ тăкакланă.

Чăваш Енре Кадетсен юхăмĕ вăй илсе пырать. Нумаях пулмасть, республикăра чаплă корпус хута кайрĕ. Условисем унта ҫав тери лайăх тесе ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем тата унта вĕренекенсем. Шыравҫăсен юхăмĕ те ытти организацисенчен юлмасть. 2016 ҫулта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне йышăнса хăварнă, ăна вăй илсе пыма витĕм кӳнĕ.  Республикăра пурĕ ку енĕпе ĕҫлекен 39 организацине шута илнĕ. Вĕсене патшалăх енчен те сахал мар тĕрев параҫҫĕ.  

«Ҫĕнтерӳ ҫулĕсем» проекта регион 2017-мĕш ҫулта кĕнĕ. Тĕрлĕ ҫул ҫӳревсенче 7,5 пин ҫын хутшăннă, хăйсен тавракурăмлăхне ӳстернĕ. Тăван Ен культурине тĕпчесе пĕлессипе, ăна упраса пырассипе яш-кĕрĕм хастар хутшăнать. Шкулсенче тĕрлĕ куравсем йĕркеленеҫҫĕ. Чăвашсен йăли-йĕркине, культурине ачасем мĕн пĕчĕкрен вĕренсе пыраҫҫĕ. «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа патриотизм вăййисене ҫав тери ҫӳллĕ шайра йĕркелесе пыраҫҫĕ регионта. Кăҫал ăмăртусем ҫĕртме уйăхĕн 19-22-мĕш кунĕсенче пулаҫҫĕ, ăна Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче ирттерме плана кĕртнĕ.  

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, ҫар тивĕҫне пурнăҫлассипе ҫыхăннă ыйтусемпе тăтăшах ҫитĕнекен ачасемпе тĕрлĕ уҫă калаҫусем, вĕсен ăс-хакăл тĕнчине ырă енне куҫарса пыма май паракан мероприятисене ирттерме чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.

Фоторепортаж



04 июня 2019
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter