Канаш монохула инвесторсем валли илĕртӳллĕрех пулса пырать

Моногород Канаш становится привлекательнее для инвесторовҪĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Канаш хулинче пулнă. 

 Унпа пĕрле ҫула Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко, Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Инна Антонова, Канаш хулин адинистрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов, хула пуҫлăхĕ Андрей Константинов тухнă. 

 Республика Пуҫлăхĕ муниципалитетри ҫул-йĕрсемпе паллашнă, нумаях пулмасть хута кайнă ҫĕнĕ объекта пăхса ҫаврăннă, строительсен ĕҫне пысăка хурса хакланă. "Çĕрпӳ - Ульяновск" автоçула Канаш айккипе, хулана кĕмесĕр автотранспорта тухмалли çула пĕлтĕрхи раштав уйăxĕнче туса пĕтернĕ. Ăна хута янăранпа Тăвайсем Канаша кĕмесĕр трассăна тухаççĕ. Çак çул хулари çул çӳреве çăмăллатма пулăшать. Канаш монохулана аталантарса пырассипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн, аслă ҫула сарнă. Кунта йывăр таварсем тиенĕ автомашинăсем те ахăртнех ӳлĕмрен ҫӳреме пултараҫҫĕ. Михаил Игнатьев ҫул сарни туххăмрах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама пулăшнине каланă. Пысăк машинăсем, тавар турттараканнисем хулана кĕрсе вăхăт та ирттермĕҫ, тӳрех ҫитес вырăна ҫитĕҫ. Хула варринчи ҫулсем юрăхсăра тухмĕҫ малашне. ТОСЭР аталантарма та меллĕ пулĕ. Муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика хăватланасси те куҫĕретех.

Вырăнти ертӳҫĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлани те савăнтарать муниципалитетра пурăнакансене. Хулара ытти ҫĕнĕ объектсенче те хĕрӳ ĕҫ пырать, ҫакнах регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫирĕплетсех каланă.

Индустри паркне электричество, шыв, газ çитернĕ, acфальт çул, тротуар тунă. Кунта производство йēркелесе яма тăватă резидент çĕр лаптăкĕ йышăннă. Вĕceнчен пĕри промышленноç валли сивĕтмĕш-шăнтмăш тăвакан завод тума пуçланă. Тата тăватă предприниматель кунта лаптăк илме кăмăл тунă.

Индустри паркĕнче ытти строительство ĕҫĕсемпе те паллашнă республика Пуҫлăхĕ, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнине асăннă. Строительсем ырми-канми тăрăшни те куҫкĕретех. «Аркто» тулли мар яваплă общество строительство ĕҫне хастар пуҫланă. Вĕсем производство хута яма тĕллев лартнă, пысăк технологиллĕ таварсем тирпейлесе кăларасси те вĕсен планра пур. Объекта кăҫал IV кварталта ҫĕклесе лартасшăн. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 441 млн танлашать. Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, халăх валли ҫĕнĕ 120 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленет. Таварсен калăпăшне ӳстерсе пырсан, бюджета та сахал мар укҫа-тенкĕ хывăнса пырĕ. 

«Аркто» тулли мар яваплă общетвăн директорсен канашĕн председателĕ Юрий Трапезников хăйĕн сăмахĕнче, хула ертӳлĕхĕ пысăк тĕрев панине палăртнă, яланах кирлĕ пек вăхăтра сĕнӳсемпе те пулăшнине пĕлтернĕ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче палăртнă мĕн пур тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсе пынине хыпарланă вăл. Республика ертӳлĕхĕ те хула ертӳлĕхĕ те сахал мар витĕм кӳнине, ĕҫлеме хавхалану туйăмĕ пысăк пулнине палăртнă организацийĕнче тăрăшакан директорсен канашĕн председателĕ. 

«Малашне те сире пулăшма эпир хамăр енчен яланах хатĕр»,  тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев Канаш хули ыттисемпе танлаштарсан ҫирĕп аталанса пынине каланă. Монохула ятне те ыттисенчен маларах йышăннине асăннă. Инвесторсем явăҫтарма пĕлет муниципалитет ертӳлĕхĕ, бизнесра тăрăшакансемпе тухăҫлă ĕҫлесе пыни те куҫкĕретех тенĕ вăл. Ивесторсем те ҫакнах ҫирĕплетсе калаҫҫĕ, условисем чаплă, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем уҫăласси те паллă. Апла пулсан, ҫынсене валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ, халăхăн пурнăҫ условийĕ лайăхланать тенĕ регион Ертӳҫи. 

Индустри паркне тĕпрен вăй илтерсе яма 1,2 млрд планпа килĕшӳллĕн пăхса хăварнă. «Союзстройинвест» ТМЯО объектăн инфратытăне ҫĕнетет, хăй ҫине илнĕ ĕҫсене тулли пурнăҫласа пырать тенĕ регион Ертӳҫи. 

«Инфратытăм объекчĕсем пĕтĕмпех ăнăҫлă пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Строительсем паха ĕҫлени курăнать. Ҫав тери пысăк калăпăшлă трансформаци поодстанцийĕ ҫĕкленнĕ. Кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ инвесторсем хапăл тусах хулана ĕҫлеме килеҫҫĕ», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ. 

Михаил Игнатьев 240 вырăнлăx ача сачĕ тунă çĕре те çитнĕ. Ăна раштав уйăхĕ тĕлне туса пĕтереççĕ. Xулари пурăнмалли çуртсене хăтламалли программáна еплерех пурнăçланипе те паллашнă. 

Канаш хули кунран-кун илемленсех пырать, хула администрацийĕн ертӳҫи халăхăн пурнăҫ условийĕ лайăхланса пытăр тесе ырми-канми тăрăшни куҫкĕретех. Бизнесра тăрăшакансем те ҫакнах ҫирĕппĕн калаҫҫĕ, республика ертӳлĕхĕ те паха ырă улшăнусене курса ĕненнĕ. 


Фоторепортаж



04 июня 2019
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter