Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе, мӗнпур эколога вара – професси уявӗпе саламлатӑп!

Ҫут ҫанталӑкпа вырӑнлӑ усӑ курасси, тавралӑх хутлӑхне тата ҫут ҫанталӑк пу­янлӑхӗсене сыхласа упрасси – патшалӑхпа обществӑн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри.  

Чӑваш Ен чылай ҫул хушши ӗнтӗ ҫӗршыври экологи лару-тӑрӑвӗ лайӑх шайри регионсен шутне кӗрет. Ҫак ҫитӗнӗве эпир пӗрлехи ӑнӑҫлӑ ӗҫӗмӗре пула тата тӑван ҫӗре чунтан юратнӑран тума пултартӑмӑр.

Республикӑра тавралӑх хутлӑхне сыхлас сферӑра тухӑҫлӑ ҫӗнӗ технологисем, экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме тата ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсем ӗҫе кӗреҫҫӗ.

Ҫывӑх вӑхӑтри ултӑ ҫуллӑх тапхӑрти пирӗн тӗллев – «Экологи» наци проектне пурнӑҫланӑ май республика территорийӗнчи ирӗк памасӑр йӗркеленнӗ пӗтӗм ҫӳп-ҫап вырӑнне пӗтересси, Атӑла сыватас енӗпе тумалли ӗҫсене пурнӑҫласси, юхан шывсене тасатасси, ӗҫмелли шыв пахалӑхне лайӑхлатасси, симӗс хутлӑхсен лаптӑкӗсене пысӑклатасси.  

Пӗлтӗр Питтукасси тата Илпеш ялӗсен ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене йӗр­кене кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене вӗҫлерӗмӗр. Ҫапла майпа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районӗнче пурӑнакан ҫынсемшӗн питех те пӗл­терӗшлӗ ҫивӗч ыйтӑва татса патӑмӑр, 34 гектар ытла ҫӗре хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗрт­рӗмӗр.

2015 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 3 350 яхӑн гектарпа танлашакан вӑрман лаптӑкне чӗртсе тӑратнӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинче пирӗн вӑрман­сенче пурӑнакан тискер чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксен шучӗ темиҫе хут ӳсрӗ.

Пӗрлехи вӑйпа эпир палӑртнӑ пӗтӗм тӗллеве пурнӑҫлассине, тӑван ҫӗрӗмӗрӗн сайра йышши ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене упраса хӑварса малалла ӳстерсе пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп!

Ҫут ҫанталӑка типтерлӗн сыхласа упранӑшӑн тата уншӑн ырми-канми тӑрӑш­нӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, малашнехи ҫитӗнӳсем тата пуласлӑха шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                 Михаил Игнатьев 



05 июня 2019
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter