ПМЭФ-2019: Петербургра пулакан пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче ТАСС агенствине Михаил Игнатьев интервью панă

ПМЭФ-2019: На полях Петербургского международного экономического форума Михаил Игнатьев дал интервью информационному агентству ТАССҪĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Петербургра пулакан пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне хутшăннă.  Унта регион Ертӳҫи ТАСС информаци агенствине интервью панă.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйтусене хускатнă. Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев журналиста Китай Халăх Республикипе Чăваш ЕН тачă ҫыхăнса ĕҫление хыпарланă.  Регионта «Сычуань — Чувашия» агропарк хута яма тĕллев лартни ҫинчен каласа кăтартнă. Инвестициллĕ проект хакĕ те пысăк тесе асăннă вăл.  

Тĕлпулура информаци технологийĕсем пирки те сӳтсе явнă. Вĕсене ҫĕнĕлле аталантарса пырассипе йĕркеленекен ĕҫсем ҫинчен те чарăнса тăнă. Шупашкарта «Ăслă хула» проект пурнăҫа анлăн кĕрсе пынине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  

Республикăра пурăнакансене ҫул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерес тĕллевпе пурнăҫланса пыракан мероприятисем пирки те ăнлантарса панă, электротехника кластерĕ ҫинчен тĕплĕнрех каласа кăтартнă.  



05 июня 2019
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter