ПМЭФ-2019: Михаил Игнатьев регионсен инвестици климачĕн рейтингĕн пĕтĕмлетĕвне хакланă
Ҫĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм тĕнчери халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Стратегиллě пуçарусен агенстви, Раҫҫей регионĕсенче 2019 ҫулта инвестици климатне лайăхлатассипе епле ĕҫленине хакланă.
Рейтингра пирĕн Чăваш Республики чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан 20 регион шутне кĕнĕ. Кăҫал республика 11-мĕш вырăна тухнă.
Стратегиллĕ пуҫарусен агенствин генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫейри мĕн пур субъектсем ҫитĕнӳсемпе ĕҫление палăртнă. Ӳсĕмсем пурин те пур тенĕ вăл сăмаха тăсса.
«Регионсем хушшинче ҫав тери вăйлă тупăшу пырать. Енчен те маларахри кăтартусене упраса хăварас тесессĕн, вăтамран 4 бал ҫӳлелле ҫĕкленмелле пулнă», - тесе хыпарланă вăл. «Кăҫал чи лайăх ĕҫлесе пыракан 20 регион шутне кĕме ҫав тери йывăр условисем хатĕрленĕ. Пĕлтĕрхинчен самай лайăхрах ĕҫлемелле пулнă. Енчен те кăҫал 20-рен те иртсе кайнă вырăнсене йышăннисем, 2008-мĕш ҫулсенче чи лайăх ĕҫлесе пыракан 10 субъект йышĕнче пулнă пулĕччĕҫ», – тенĕ сăмаха ҫавăрса.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев малта пыракан регионсем хушшинче тăма ҫав тери сумлă пулнине асăннă, апла пулсан, ӳлĕмрен те ҫине тăрсах тăрăшса тухăҫлă ĕҫлемеллине палăртнă.
«Эпир 3 позици аялла аннă. Маларахри ҫулта 8-мĕш вырăна тухнă. Апла пулсан, кăҫал ытти регионсем хăйсен пысăк ҫитĕнĕвĕсемпе пирĕнтен кăштах иртнĕ. Ҫирĕп конкуренцире ҫӳлти вырăна йышăнса хăварма ҫав тери йывăр. Пуласлăх пирĕн пысăк, пĕрле тăрăшсан тата та ӳсĕмсем пуласси куҫкĕретех», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.
Предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансене республикăри инвестици илĕртӳллĕхне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем бизнеспа тачă ҫыхăнса ĕҫлени пĕлтерĕшлĕ, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика пайĕ хăватланать. Кулленех предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсем влаҫри ҫынсемпе уҫă калаҫусем иттереҫҫĕ, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле татса пама майсем шыраҫҫĕ.
Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăртăмăр тесе лăпланса лармалла мар, малалла ăнтăлмалла. Бизнесра вăй хуракансем валли тата та чаплăрах условисем йĕркелесе тăратмалла. Чăрмавсем пулмасан, пĕрле тухăҫлă тăрăшсан - ĕҫ те малаллах каять, кун пирки пурин те лайăх ăнланмалла.
Чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан 20 регион шутне Атăлҫи федераци округĕнчен тепĕр виҫĕ субъект кĕнĕ. Тутарстансем – 2-мĕш, Чĕмпĕр облаҫĕ – 10-мĕш, Пушкăртстан Республики 16-мĕш вырăна ҫĕнсе илнĕ. «Атăлҫи регионĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеҫҫĕ, паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пыма тăрăшҫҫĕ», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.