ПМЭФ-2019: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Лидеры производительности: международный опыт в достижении национальных целей» ятлă канашлу ĕҫне хутшăннă

ПМЭФ-2019: Глава Чувашии принял участие в сессии «Лидеры производительности: международный опыт в достижении национальных целей»Ҫĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Лидеры производительности: международный опыт в достижении национальных целей» ятлă канашлу ĕҫне хутшăннă.

Мероприятине ертсе пыраканĕсем Раҫҫей Федерацийĕн экономика Министрĕ Максим Орешкин тата ФРГ экономикăпа энергетика федеральнăй Министрĕ Петер Альтмайер пулнă.  Уҫă калаҫăва «Р-Фарм»  Группа компанийĕн директорсен канашĕн председателĕ, «Деловая Россия» пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн президенчĕ, Раҫҫейпе Японийĕн ĕҫ канашĕн Председателĕ   Алексей Репик, ют ҫĕршыв компанийĕсен представителĕсем хутшăннă.

Канашлура наци тĕллевĕсене пурнăҫлас ĕҫре пĕтĕм тĕнчери халăхсен паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пымаллине асăннă ертӳҫĕсем. Бизнеса аталанма хăватлă условисем йĕркелемеллине каланă, пысăк технологи тĕп вырăнта пулмалла, ҫивĕч конкуренци йĕркелемелле, таварсен пахалăх шайĕ те ҫӳллĕ тăмалла тенĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ҫу уйăхĕнче кăларнă Указра та предприятисен ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пыма хушнă.

Чăваш Ен федераци йышăннă   «Повышение производительности труда и поддержка занятости» приоритетлă программăна пурнăҫа кĕртес ĕҫе пĕрремĕш кӳлĕннĕ. Пĕтĕмпе 2024-мĕш ҫулсем валли ҫу уйăхĕнче палăртнă ыйтусене пурнăҫлама 2 млрд ытла тăкакланасси планра пур. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес программăпа 60 предприяти тимлеме тĕллев тунă.

Паянхи куна проект ĕҫĕпе Чăваш Республикинчи 23 предприяти тăрăшать.  Килĕшӳсене ҫирĕплетнĕ, экспертсем ырми-канми ĕҫлеҫҫĕ. Нумай организацисен ĕҫ тухăҫлăхĕ хăпарнă, 30 процента таран ӳснĕ. Чи пахи - таварсен калăпăшĕ ҫĕкленсе ӳссе пыни.  

Фоторепортаж 



07 июня 2019
11:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter