ПМЭФ-2019: Наци рейтингĕнче Чăваш Ен чи лайăх ĕҫлекен вунпĕр регионсен йышне кĕнĕ

В Национальном рейтинге состояния инвестиционного климата в субъектах Российской Федерации Чувашская Республика заняла 11 местоҪĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм тĕнчери халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Стратегиллě пуçарусен агенcтви, Раҫҫейри регионсенче 2019 ҫулта инвестици климатне лайăхлатассипе епле ĕҫленине хакланă.

Ларăва, сăмах май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Унта регионсен инвестици климатне лайăхлатассипе, бизнеса аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Наци рейтингĕнче Чăваш Республики 11-мĕш вырăна тухнă. Инвестици климачĕ лайăх пулнипе регион ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче, инвестици енчен пысăк стандартсемпе ĕҫленине, çак тĕлĕшпе малта пыракансен йышĕнче тесен те йăнăш мар.

Ҫулсерен Наци рейтингне ПМЭФ пĕтĕмлетеҫҫĕ. Ҫак ĕҫе 2014-мĕш ҫулта пурнăҫа кĕртме пуҫланă. 

 Фоторепортаж



07 июня 2019
12:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter