ПМЭФ-2019: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РИА Новости журналистне интервью панă

ПМЭФ-2019: Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев дал интервью РИА НовостиҪĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РИА Новости журналистне интервью панă.

Регион Пуҫлăхĕ журналиста республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕпе ҫыхăннă ыйтусем ҫине хуравланă, кĕсен инвестици политики ҫинчен те чарăнса тăнă.

Михаил Игнатьев экономика форумĕ тĕрлĕ халăхсен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарма пулăшнине палăртнă. «2018 ҫулта Чăваш Енĕн экономика тулашĕнчи таварсен калăпăшĕ 550 млн долларпа танлашнă. Тавара экспорта куҫарасси те хăпарнă, 20 процент таран ӳснĕ», - тенĕ вăл.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕнĕлĕхсем пирки те каласа кăтартнă, экономика форумĕнче килĕшӳсене чылай алă пусса ҫирĕплетнĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Пуласлăхра та социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарма ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлнине палăртнă. Сăмах май, Чăваш Ен Правительствипе  «Российский экспортный центр» АО хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну ҫинчен каласа кăтартнă. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ытти самантсене те сӳтсе явнă, регион ҫинчен сахал мар паха ĕҫсем пирки чарăнса тăнă.    



07 июня 2019
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter