ПМЭФ-2019: Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин форумăн пленар ларăвне хутшăннă

ПМЭФ-2019: Президент России Владимир Путин выступил на пленарном заседании форумаҪĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм тĕнчери халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче «Формируя повестку устойчивого развития» ятлă пленар ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хутшăннă.

ПМЭФ канашлăвĕнче Китай Халăх Республикин Председателĕ Си Цзиньпин, Болгари Президенчĕ Румен Радев, Армени Премьер-министрĕ Никол Пашинян, Словаки Премьер-министрĕ  Петер Пеллегрини, ООН Генеральнăй секретарĕ Антониу Гутерриш пулнă.  Мероприятине йĕркелесе ертсе пыма паллă журналиста, RT телеканалăн ертӳҫине  Софико Шеварднадзе шаннă.  

Пленар ларăвне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫĕршыви регионсенчен килсе ҫитнĕ мĕн пур хăнасене ăшшăн саламланă, экономика форумне хутшăнса пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашса пынине ырласа хăварнă.   

«Тавах сире, пурсăра та пирĕн Раҫҫейпе килĕшсе ĕҫлеме кăмăл тунишĕн. Бизнесра ĕҫлекенчем питĕ лайăх ăнланаҫҫĕ, килĕшӳре яланах ҫитĕнӳсем пулса пынине. Пĕрне-пĕри шансан, кирлĕ пек сĕнӳсемпе вăхăтра пулăшса пырсан яланах кăмăллă», тесе палăртса каланă ҫĕршыв Ертӳҫи.

Раҫҫей аталанăвĕ, унăн пуласлăхĕ шăпах та, килĕшӳре ĕҫленинче. Тĕнче шайĕнче ăнлануллăх пулмалла, тĕллевсем патне пурин те ҫине тăрсах ăнтăлмалла. Юлашки вăхăтра ҫĕршывра экономика хăватланса  хăпарса пыни сисĕнет. 2011-2017-мĕш ҫулсенче кашни ҫулталăкра вăтамран экономика калăпăшĕ 2,8 процента ҫити ӳснĕ.  Юлашки ҫулта кăтарту тата та вăйланнă, виҫĕ процентран та иртнĕ.  

Форум ĕҫĕнче ытти актуаллă ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 

Фоторепортаж



08 июня 2019
12:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter