Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫӑмӑл промышленноҫ Чӑваш Республикин экономикинче паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Конкуренци ҫивӗч пулнине пӑхмасӑр, чылай предприяти, ҫӗнӗ технологисене алла илнине тата производствӑна ҫӗнетнине пула, ӗҫ калӑпӑшӗсене ӳстерсе пыма май тупать.

Отрасль ӗҫченӗсем тавар илекенсен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерме тата халӑха килӗшекен япаласем туса кӑларма тӑ­рӑшаҫҫӗ, хӑйсен продукцийӗн пахалӑхне тӑтӑшах лайӑхлатса пыраҫҫӗ, туянакансем ыйтнине шута илсе тавар вырнаҫтармал­ли ҫӗнӗ рыноксене алла илеҫҫӗ.

Сире профессие парӑннӑшӑн, пысӑк шайри ӑсталӑхӑр­шӑн тата хӑвӑр ӗҫӗре тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп! Сирӗн ӗҫченлӗхӗр, ырӑ йӑла-йӗркене тивӗҫлӗн сыхласа упраса вӑхӑтпа тан утма тӑрӑшни отраслӗн малашне-хи кал-кал аталанӑвӗн шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑччӑр.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                        Михаил Игнатьев



08 июня 2019
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter