Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани

Социаллӑ сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Эсир пурнӑҫра хӑвӑр валли пархатарлӑ та ҫынлӑхлӑ тивӗҫе – йы­вӑр пурӑнакан, пулӑшупа тимлӗх тата асӑрхав уйрӑмах кирлӗ ҫынсемшӗн ӗҫлессине – суйласа илнӗ. Сирӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗр вӗсене пурнӑҫ са-вӑнӑҫне туйма, хӑйсен вӑйӗпе пултарулӑхӗ ҫине ҫирӗппӗн таянма тата шанчӑк кӳме пулӑшать.

Чӑваш Енре социаллӑ тӗллевлӗ политика йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать. Ҫавна май ватӑ ҫынсемпе сусӑрсене, пӗччен пурӑнакансене, тӗрлӗ сӑлтава пула ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасене, уйрӑ­мах пысӑк тимлӗх кирлӗ пепкесене пулӑшу парассине тӗп вырӑна хурат­пӑр.

Патшалӑхӑн чылай программинче ҫемьене пулӑшу парассине, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхлассине, йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетсе пырассине уҫӑмлӑн палӑртса хӑварнӑ. Социаллӑ пулӑшу майӗсен ты­тӑмӗ, унӑн йышне тӗрлӗ пособипе компенсацин 38 тӗсӗ кӗрет, республикӑра пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫемьене тӗрлӗ пулӑшу мелӗпе ти-вӗҫтерет.

Социаллӑ учрежденисем улшӑнса ҫӗнелеҫҫӗ, вӗсен пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗпленет, социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатма май паракан ҫӗнӗ технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ.

Социаллӑ ӗҫченсене яваплӑ тата ҫынсемшӗн питех те кирлӗ ырми-канми ӗҫӗшӗн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.

Сире чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур лайӑххине, хастар кӑмӑл-туйӑм тата ырлӑхпа телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                               Михаил Игнатьев

  



08 июня 2019
07:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter