"Чăвашавтотранс" патшалăхăн унитарлă предприятийĕн ĕçченĕсен умĕнчи ĕҫ укҫин парăмĕ татăлса пырать

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем  "Чăвашавтотранс"  патшалăхăн унитарлă предприятийĕн ĕçченĕсен  ĕҫ укҫин парăмĕсемпе ҫыхăннă ыйтăвĕсене тарăн сӳтсе явнă.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне предприяти 2018 ҫулхи утă уйăхĕнчен пуҫласа раштав уйăхĕ таран пухăннă халăхăн ĕҫ укҫин парăмне саплаштарма тĕллев лартнă. Парăм виҫи 58 036,6 пин тенкĕпе танлашать. Пысăк тĕрев Чăваш Республикин Резерв фондĕнчен куҫнă.

«Должноҫре ĕҫлекенсемпе прокуратурăра тăрăшакансем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех пулăшу пама кирлĕ пек мерăсем йышăнса пăхса хăвараҫҫĕ. Предприятире ĕҫлекенсен прависене хӳтĕлессишĕн тимлеҫҫĕ», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Йывăра кĕрсе ӳкнĕ организацийĕн лару-тăрăвне хăш-пĕр оппозицири партисен представителĕсем çав вăхăтра предприяти ĕçченĕсемпе тĕлпулусем ирттерсе халăха пушшех пăтратса ҫӳренине, ҫынсене пăтăрмаха кĕртсе ӳкерме тăрăшнине асăннă республика Ертӳҫи. Ятарласа, юриех ҫынсем патне усал хыпарсем илсе ҫитереҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Резерв фондĕнчен предприятийĕн халăх умĕнчи ĕҫ укҫин парăмне парса татма 57 млн тенкĕ куҫарса пама килĕшнĕ.



01 июля 2019
18:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter