Чăваш Енре 13 пин ҫемье ача пособине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укҫа виҫипе илме тытăнĕ

Ҫак эрнере патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытас ĕҫ вĕҫленет.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ, ҫӳлерех асăннă ыйтăва канашлăва пухăннисем анлăн тишкернĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов ППЭ малтанласа палăртнă кăтартăвĕсем пирки каласа панă.   

Кăҫал Чăваш Енре патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне 6192 ҫын тытать, 2018 ҫулта – 5802  вĕренекен экзамен витĕр тухнă.   

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, экзаменсем регионта графикпа килĕшӳллĕн, ҫӳллĕ шайра иртсе пыраҫҫĕ.  

Кăҫал та ытти чухнехи пекех ачасем физика, биологи, хими тата ытти предметсене кăмăл туни сисĕнет. Шкул ачисем математикăпа, акăлчан чĕлхине те юратаҫҫĕ, кăтартусем пысăк пулни куҫкĕретех.

«Раҫҫей Федерацийĕнче математикăна тарăн тишкерни, пĕлӳ шайне хăпартма май паракан условисене йĕркелени, предмет Концепцине аталантарнипе ҫыхăннă», – тесе каланă Сергей Кудряшов.  Физикăпа, химипе, биологипе, информатикăпа, географипе, литературăпа пысăк балсем пухакансен йышĕ чылайланнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.     

Кăҫал шкул вĕренсе пĕтернисем хушшинче ППЭ 100 бал пухнисем – 64, хулари 2-мĕш лицейра вĕренсе ăс пухнă пĕр хĕрача ППЭ 300 бал илнĕ, вăл вырăс чĕлхипе, химипе, биологипе ырă тĕслĕх кăтартнă ыттисене.

Сергей Кудряшов экзаменсенче йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ самай чакнине пĕлтернĕ. 2018 ҫулта йĕрке пăснă тесе 26 тĕслĕхе тупса палăртнă пулсан, кăҫал пурĕ те 15 ҫеҫ пулнă.

«Пĕтĕмĕшле калас пулсан, Чăваш Республикин кăтартăвĕ РФ вăтам кăтартăвĕнчен самай пысăк. Раҫҫей шайĕнче вырăс чĕлхипе кăтартусем чакни сисĕнет, Чăваш Енре вара пачах та урăхла, ачасем предмета юратаҫҫĕ, вĕсен пĕлӳ шайĕ хăпарса пыни те куҫкĕретех, ытти ҫулхисенчен, 3 бал пысăкрах», – тенĕ ведомство ертӳҫи.

Михаил Игнатьев шкул ачисене ППЭ таса чунпа, яваплăха туйса тытма чĕнсе каланă.  Йĕрке пăсакансене ҫирĕп хурав тыттарассине каланă, ҫурла уйăхĕнче вĕрентекенсен анлă ларăвĕ иртет, ыйтăва ун чухне ытларах уҫăмлатма сĕннĕ ведомство ертӳҫине.

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура1,5 çултан пуçласа 3 çулчченхи ачашăн паракан пособие ӳстерессипе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă.

Ҫулталăк ҫурăран пуҫласа виҫĕ ҫула ҫитичченхи ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕсем патшалăх тĕревне – пособи илеҫҫĕ. 1994 ҫултан пуҫласа укҫан тĕрев 50 тенкĕ куҫнă. Уйăхсерен памалли виҫе ҫынсен пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫипе танлашасси планра пуласлăхра пур. Саккун ҫĕнĕлĕхе РФ Патшалăх Думине пăхса тухма тăратнă.  Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев вăтамран Чăваш Енре пурăнакан 12–13 пин ҫемье патшалăх пулăшăвне илме пултарасса каланă.  Ăна валли хушма укҫа тенкĕ 1,3 млрд кирлĕ пулать тенĕ сăмаха ҫавăрса министр.

Михаил Игнатьев кашни ҫемьене тĕплĕн тишкернĕ хыҫҫăн, тин тĕрев куҫасси паллă тесе хушса каланă.  «Ҫав тери лайăх пулăшу. Укҫа сахал мар, апла пулсан, ҫитес тапхăртах ыйтăва уҫăмлатса парасси паллă», – тесе каланă регион Ертӳҫи.

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту – 6 процентпа кредитсене илмелли йĕркесем. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин маларах кредит илнĕ ҫемьесене банксем 6 процент ҫине куҫарасшăнах маррине асăнать. Ку паллах, Правительство йăнăшĕ те тенĕ вăл. РФ Финанс министерстви ҫăмăллăх кредичĕсемшĕн банксене тăкака саплаштарма ҫителĕклĕ мар укҫа пăхса хăварнă. Халĕ вара, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса пама тытăннă, РФ Финанс министерстви хушма укҫа-тенкĕ уйăрма хатĕрленнĕ.    

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев кăҫал 6 процентлă ипотекăпа 600 ҫемье усă курма пултарасса пĕлтернĕ. Вĕсене валли хушма пулăшу илме 255 млн кирлĕ пуласса та хыпарланă вăл.

Михаил Игнатьев банксен ертӳҫисене чăрмавсем кăларса тăратма юраманнине, май килнĕ таран ҫемьесене ҫăмăллăх кредичĕсене илме витĕм кӳме чĕнсе каланă.   

2019 ҫулта нарăс уйăхĕнче Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫемьесене ҫăмăллăх кредичĕсене  мĕн парса татичченех палăртнă условисемпе усă курма юрать тесе хушу панă. Енчен те ҫемьере тăваттăмĕш е тата малалли ачасем ҫуралсан, вĕсен те ҫăмăллăх  кредичĕсемпе усă курма юрать, Правительство палăртнă тăрăх, программăпа 600 пин ҫын усă курĕ.

 



01 июля 2019
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter