Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Каҫал енре пурăнакансене ĕҫпе юрă, спорт уявĕпе тата муниципалитет пĕрлешĕвне 80 ҫул ҫитнĕ ятпа ăшшăн саламланă

Михаил Игнатьев поздравил жителей Комсомольского района с завершением весенне-полевого сезона и с 80-летием муниципального образованияҪĕртме уйăхĕн  29-мĕшĕнче Каҫал тăрăхĕнче ĕҫпе юрă, спорт уявĕ «Акатуй»  иртнĕ. Паллă пулăма района 80 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ.

Чи малтан пухăннă ентешсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, «Акатуй» уявĕ пурне те пĕр чăмăра пухма, ҫитĕнӳсене палăртма май панине асăннă. Ĕҫпе юрă, спорт уявне пухăннисене ăшшăн саламланă май, пурне те вăл ҫирĕп сывлăх, малашнехи ĕҫре пысăк кăтартусемпе палăрма чĕнсе каланă.

  Ҫурхи ĕҫсене вĕҫленĕ хыҫҫăн, уява пухăнма та кăмăллă тенĕ регион Ертӳҫи. Тăван ҫĕре, юратнă района, республикăна хисеп туса ырми-канми ĕҫленĕшĕн мухтанă республика Пуҫлăхĕ.

«Каҫал ен ҫĕрĕ ҫав тери ырă. Кунта пултаруллă та ĕҫчен ҫынсем ĕҫлеҫҫĕ. Тĕрлĕ наци ҫыннисем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Тайма пуҫ сире – ырă ҫыннăмăрсем. Эсир маттурсем, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма тăрăшăр!», – тенĕ вăл.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче уявсем ырă пуҫарусем патне ăнтăлма витĕм кӳнине каланă. Пуласлăхри тĕллевсене те пăхса тухма аван тенĕ вăл сăмаха тăсса. «Пирĕн мĕнпур резервсемпе туллин усă курма тăрăшмалла. Ырă йăла-йĕркесене ламран лама куҫармалла. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса, ҫĕршывшăн юрăхлă ҫынсем пулма вĕрентмелле», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Районта пурăнакансене, пухăннă хăнасене Каҫал ен районĕн пуҫлăхĕ   Хасиятулла Идиатуллин  тата Каҫал енĕн районĕн администрацийĕн ертӳҫи Александр Осипов саламланă.

Ял территорийĕсене аталантарса пырас ĕҫе Каҫал ен 2018 ҫулта 37,9 млн тăкакланине хыпарланă вырăнти ертӳлĕх. Ҫамрăксен пурăнмалли ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса панă, ФАП хута янă, культура ҫуртне тума палăртнă тата ытти те.  

2019 ҫулта Каҫал ен районне аталанса вăй илме 62,2 млн пăхса хăварнă. Кăҫал та ҫамрăксен ҫурт-йĕр ыйтăвне татса парассипе ĕҫсем хĕрӳ пынине каланă ертӳҫĕсем. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайĕҫ. Александр Осипов районта халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем ăнăҫлă ĕҫленине асăннă. 2018–2019-мĕш ҫулсенче пурĕ Каҫал тăрăхĕнче 43 проект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 11,7 млн танлашать. 2019 ҫулта 29 проект пурнăҫа кĕресси паллă.  

Района инвестици явăҫтарассипе те хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ. Пурĕ инвестициллĕ 11 проект, вĕсен калăпăшĕ 42,4 млн танлашать. Палăртмалла, мĕнпур проектсенчен 7-шĕ строительство енĕпе ҫыхăннă.   Палăртнă кун, уява пухăннисене  «Союз офицеров «Сыны отечества» Мускаври обществăлла организацийĕн правленийĕн председателĕ, вице-адмирал Владислав Ильин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов, Елчĕк,  Патăрьел, Тăвай, Йĕпреҫ районĕсен администрацийĕсен ертӳҫисем: Николай Миллин, Рудольф СеливановВладимир Ванерке,  Сергей Горбунов,  тата Канаш хулин администрацийĕн ертӳҫи Виталий Михайлов, район ентешлĕхĕн председателĕ Валерий Тургай, Ульяновск облаҫĕнчи чăвашсен наци культурин автономийĕн председателĕ Олег Мустаев ытти хăнасем хĕрӳллĕн саламланă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ĕҫре хастарлăхпа палăрнисене, пысăк ҫитĕнӳ тунисене патшалăх наградисене парса чысланă.    Уяв программипе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсене пăхса ҫаврăннă, халăхăн пултарулăх ăстисемпе курса калаҫнă, спорт мероприятийĕсене ҫитсе килнĕ.

Хăнасене Акатуйра районта пурăнакансем илемлĕ юрă-кĕвĕпе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Аслă лапамра алă ăстисен куравне йĕркеленĕ. Суту-илӳ хĕрсех пынă. Ташă-юрă ăстисем çынсен кăмăлне çĕкленĕ. Яш-кĕрĕм спорт ăмăртăвĕсенче вăй-халне тĕрĕсленĕ.  Сухаçăсем лашапа хăвăрт та тикĕс сухалассипе тупăшнă. Ача-пăча та тĕрлĕ конкурсра савăнтарнă.

Ĕҫпе юрă, спорт уявĕ «Акатуй» тĕлĕнмелле чаплă иртнĕ районта, халăх кăмăллă юлнă.  

Фоторепортаж



01 июля 2019
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter