Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Каҫал ен районĕнче пулнă, ача садĕнчи тата пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулти строительство ĕҫĕсемпе паллашнă

Глава республики в Комсомольском районе оценил ход строительства детского сада и капремонта в школеҪĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Каҫал ен районĕнче пулнă, ача садĕнчи тата пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулти строительство ĕҫĕсемпе паллашнă.   

Ача сачĕ «Вĕренӳ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртет. Ҫĕнĕ ҫурта харăсах 110 ача вырнаҫтарма май пулĕ. Проектпа килĕшӳллĕн объект икĕ хутлă пулать, унта ачасен 6 ушкăнне вырнаҫтарасси те планра пур. Объектăн строительство хакĕ 93 млн танлашать.  Ҫурта кăҫал утă уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне тĕпрен хăпартса лартмалла.

Паянхи кун тĕлне илес пулсан, строительсем ырми-канми тăрăшни куҫкĕретех. Хутса ăшăтмалли тытăма вырнаҫтарнă, инженери пайĕ пурнăҫланнă, тавралăхра тирпей-илем кĕртессипе анлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ специалистсем.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев строительство ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă, сăмах май, Чăваш Енре ача сачĕсене хута ярассипе йышăннă патшалăх программи аван пурнăҫа кĕрсе пынине палăртнă.   

«Ачаллă ҫемьесен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн тăрăшать патшалăх, ыйту приоритетлă тĕллевсенчен пĕри. Кăҫал ача сачĕсене – 17 хута яма плана кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕр пысăк пайĕ пурнăҫа кĕме те пуҫланă. Каҫал тăрăхĕнчи объект 90 процента ҫити хатĕр.  Кадрсем ҫтелĕклĕ. Ачасене 2 ҫултан йышăнма пултараҫҫĕ. Палăртма кăмăллă, ҫĕнĕ ҫуртра шăпăрлансене валли мĕнпур условисем ҫителĕклĕ, вĕсен тавра курăмлăхне ӳстерсе пыма та меллĕ пулĕ. Ачасем пуласлăхра кунтан ăс пухнă куҫҫăн, ырă ĕҫсем тума ăнтăлассине те шанатпăр», – тенĕ регион Ертӳҫи.  

Республика Пуҫлăхĕ палăртнă кун районти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулти строительство ĕҫĕпе те паллашнă. Специалистсем объектра тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлассипе тимлеҫҫĕ.

2018 ҫулта шкулăн юсав ĕҫĕсен пĕрремĕш пайне пурнăҫланă.  Чӳречесене тĕпрен улăштарнă, электричество пайне ҫĕнетнĕ.  Шкулăн фасадне илемлетсе ҫитернĕ, пĕтĕмпе 16,6 млн тăкакланă. Пĕр сăмахпа каласан, чылай ĕҫ пурнăҫланă объект ҫинче строительсем.

2019 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче строительство ĕҫĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ пуҫланнă. Шкула тĕпрен юсама 7,8 млн пăхса хăварнă.  

Шкулăн директорĕ Фениз Камалдинов хăйĕн сăмахĕнче, строительсем палăртнă графикран чылай маларах ĕҫсене пурнăҫласа пынине хыпарланă, ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ тĕлне шкул хатĕр пулĕ тенĕ вăл.  

Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул тирпейленсе ҫитмеллине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă, тавралăхра илемлĕх хуҫаланмаллине чĕнсе каланă.  

Фоторепортаж 



01 июля 2019
06:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter