Чăваш Енре «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2021-мĕш ҫулсем тĕлне ҫулталăк ҫурă тултарнă ачасене садике вырнаҫтарасси ыйту туллин пурнăҫа кĕрĕ

Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствин 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн тишкернĕ.    

Сергей Кудряшов хăйĕн докладĕнче, 2018 ҫулта «Вĕренӳ» тытăмне пĕтĕмпе 18,1 млрд тăкакланине, кăтарту республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн мĕнпур калăпăшĕнчен 32,4 проценчĕпе танлашнине хыпарланă.   

2018 ҫулта Чăваш кадет корпусне хута янă, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула Ҫĕрпӳре уҫнă. Ытти объектсенче те аванах ĕҫленĕ. «Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан шкул» программа «Вĕренӳ» наци проекчĕпе тӳр килет, ăна пула Шупашкарта, Етĕрнере, Куславккара ҫĕнĕ шкулсем хута кайĕҫ.  2025-мĕш ҫулсем тĕлне пурĕ 21 объекта реконструкцилеме тата хăпартса лартма плана кĕртнĕ.  Инфратытăма модернизацилес ĕҫ та хĕрӳ пырать. Мĕнпур шкулсене ăшăпа, ҫутăпа, канализаци пайĕпе тивĕҫтернĕ.

Шкул ҫулне ҫитмен ачасене валли условисем хатĕрлесе тăратас ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ регионта.

2019 ҫулта 16 объект хăпартса лартма план тунă. Палăртмалла, вĕсенчен 10-шĕ Шупашкар хулинче пулать, Каҫал енре, Шупашкар районĕнче, Ҫĕрпӳре тата Канаш хулинче пĕрер объект пуласси паллă, Ҫĕнĕ Шупашкарта пĕтĕмпе икĕ объект пулĕ вара.

«Ӑслӑлӑха – шкула» проект пурнăҫа анлăн кĕрсе пырать. 2018 ҫулта тĕп база шкулĕсен пурлăхпа техника базине тĕпрен ҫĕнетнĕ.

Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче, регионта ачасем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне питĕ лайăх тытса пынине хыпарланă, кăтартусем Раҫҫейри вăтам виҫерен самай пысăк тесе хыпарланă. Тĕрлĕ предметсемпе  100 бал пухакан ачасен йышĕсем ҫулсерен нумайлансах пыраҫҫĕ тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май.

2019 ҫулта шкулсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе пыма 340 млн пăхса хăварнă бюджетра. 2019–2021-мĕш ҫулсем валли пурĕ 1 млрд яхăн тăкаклама плана кĕртнĕ.  

Ачасене хушма пĕлӳ парас ĕҫ те тивĕҫлĕ шайра пулса пырать Чăваш Республикинче.  Ачасен пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа кĕрсе пыччĕр тесе, тĕрлĕ условисем йĕркеленеҫҫĕ регионта. Пĕтĕмпе 2,8 пин ытла  организацисенче ҫамрăк яш-кĕрĕм хăйсен тавракурăмлăхне анлăлатса пырать. Вĕсенче пурĕ 153 ҫын ăсталăха туптаса, тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссенче мала тухса Чăваш Ен чысне хӳтĕлет.  Республикăра ырă ĕҫ тăвакансен организацийĕсем те курăмлă ĕҫлеҫҫĕ, вĕсенче пурĕ 50 пин ытла волонтер паха ĕҫсем туса пырать.  Ытти организацисем те сахал мар, вĕсем пĕтĕмпех ачасен  пултарулăхне ӳстерсе пыма витĕм кӳреҫҫĕ. Республика хыснинчен ăста ҫамрăксене хавхалантарма  22 млн ытла укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ

Министр пуласлăхри тĕллевсем пирки те каласа кăтартнă, ҫĕнĕ проектсемпе паллаштарнă. Паллă, вĕсем пĕтĕмпех наци проекчĕсемпе тӳр килсе тăраҫҫĕ тенĕ министр сăмаха ҫавăрса.

«Современная школа»  регионти проектпа килĕшӳллĕн, ачасене валли ҫĕнĕ 1400 вырăн хатĕрленет.  «Точка роста» вĕренӳ центрĕсем ялсенчи шкулсенче йĕркеленесси планра пур.  Кун пек объектсем 40 пулмалла, вĕсем пĕтĕмпех ялсенче хута кайĕҫ. Кунсăр пуҫне ятарлă 5 шкулта, сусăрсене вĕрентмелли учрежденисенче, пурлăхпа техника бази пуянланса ҫĕнелĕ.  

Юлашки ҫулсенче вӗренӳ тытӑмӗнче калама ҫук пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Виҫӗ ҫултан аслӑрах ачасене ача сачӗсенчи вырӑнсемпе тивӗҫтернĕ. Федерацин «Шкул – 2025» проекчӗ ресурссемпе ӗҫ кӑтартӑвӗсен пӗлтерӗшлӗхӗ тӗлӗшӗнчен масштаблӑхӗпе палӑрса тӑрать.

2025 ҫул тӗлне республикӑра  шкулсем чылай тумалла тата юсаса ҫӗнетмелле, ку чухнехи чи ҫӳллӗ шайри пахалӑх стандарчӗсене тивӗҫтерекен вӗренӳ вырӑнӗсене йӗркелемелле.

Чӑваш Республики вӗренӳ пахалӑхне хак паракан пӗтӗм тӗнчери тата наци тӗпчевӗсене хастарлӑн хутшӑнать.

Сӑмахран, математика, вырӑс чӗлхи тата тӑван тавралӑх предмечӗсемпе вӗренӳ пахалӑхӗ тӗлӗшпе ирттернӗ наци тӗпчевӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пирӗн шкул ачисен кӑтартӑвӗсем пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи кӑтартусенчен пысӑкрах пулнӑ.

 «Ӑслӑлӑха – шкула» проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. 2018 ҫулта асӑннӑ проект шайӗнче никӗсри шкулсене физика тата хими предмечӗсене вӗрентме ку чухнехи оборудованипе тивӗҫтернӗ,  никӗсри шкулсенче биологи пӳлӗмӗсене хальхи вӑхӑтри оборудованипе пуянлатнă.

Черетлӗ утӑм вӗренӳ ресурсӗсен, ҫав шутра цифра вӗренӗвӗн ресурсӗсен навигаторӗ шутланакан ҫӗнӗ форматлӑ вӗренӳ порталне ӗҫе кӗртни пулса тӑрӗ. 

Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерстви «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Кашни ача ҫитӗнӗвӗ», «Цифра вӗренӳ хутлӑхӗ» проектсене пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пилотлӑ регион пулма Чӑваш Ене ҫирӗплетнӗ.

Пирӗн ачасен ӑс-хакӑл тата пултарулӑх вай-халне аталантармалли «Кванториум» технопарк, цифра вӗренӗвӗн «IT-куб» центрӗ, ял шкулӗсенчи гуманитарипе цифра профильлӗ вӗренӳ центрӗсем евӗр ятарлӑ вырӑнсем туса хума федераци бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрнă.

Пӗрлехи кластера – Талантлӑ тата пултаруллӑ ачасене пулӑшу паракан тата аталантаракан республика центрне туса хума плана кĕртнĕ.  Ачасене мӗн пӗчӗкрен тӗрлӗ профессипе паллашма майсем туса панă. Шкулсенче ҫакӑн валли технологи урокӗсем пур тата вӗсене ку чухнехи вӗрентӳ хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ пӳлӗмсенче ирттерсе пыраҫҫĕ.

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине Чӑваш Ен Финанс министерствипе пӗрле шкулсенчи технологи пӳлӗмӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне кирлӗ пек вӗрентӳ оборудованийӗпе пуянлатмалли йышӑнусен варианчӗсене ҫирӗплетсе пырать. 

Юлашки ҫулсенче Чӑваш Республикинчи вӑтам сыпӑкри пысӑк ӑсталӑхлӑ рабочисемпе специалистсене вӗрентсе хатӗрлекен тытӑмра палӑрмаллах лайӑх улшӑнусем пулса пыраҫҫĕ.

Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан тытӑма аталантарма инвестици тăтăшах хывăнать.

Ҫакӑ вӑл этем капиталне хывнӑ питӗ пысӑк инвестицисем. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр витӗмӗпе вӗренӳ заведенийӗсенчен ӗҫ паракансен чи ҫӳллӗ шайри требованийӗсене тивӗҫтерекен специалистсем вӗренсе тухаҫҫӗ. Паллах, пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем ҫитсех каймаҫҫӗ, анчах та ӗҫ рынокӗ ыйтнине мӗнлерех майсемпе усӑ курса тивӗҫтермеллине лайӑх ăнкарать министерство. Чӑваш Ен «Ҫамрӑк профессионалсем» юхӑма хастарлӑн хутшӑнать. Пирӗн студентсем тӗнче чемпионатне хутшӑнма Ворлдскиллс Россия пӗрлештернӗ наци командин йышне кӗнӗ. Компетенцисен специализациленӗ центрӗсенчен 5-шне пирӗн республикӑра уҫнӑ.

Професси енӗпе вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен никӗсӗ ҫинче «Ворлдскиллс» стандарчӗсем тӑрӑх кӑтартуллӑ экзамен йӗркелесе ирттермелли вырӑнсене ку чухнехи оборудованипе тивӗҫтерессипе те регионта активлă ĕҫлесе пыни куҫкĕретех.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республика, муниципалитет шайĕнче ĕҫлекен влаҫри ҫынсене, педагогика тытăмĕнче тăрăшакансене пурне те наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе яваплăха туйса, таса чунпа тăрăшса ĕҫлеме чĕнсе каланă. Пултаруллă ачасене тупса палăртмалла, вĕсене малашнехи пурнăҫра тĕрĕс-ҫул шыраса илме витĕм кӳмеллине каланă. Пурин те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн ырми-канми вăй хумаллине асăннă Пуҫлăх сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.    

Йывăр ҫемьесенче ӳсекен ачасем ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла, вĕсем те тепре чухне пăтăрмахсем кăларса тăратма пултараҫҫĕ, апла пулсан тимлĕхе никамăн та ҫухатма юрамасть тесе тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă регион Ертӳҫи. Ытларах ырă тĕслĕхсем пирки вĕсене каласа памалла, ун пек чухне вĕсем хăйсем те лайăх ĕҫсем тума пикенеҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. 



10 июля 2019
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter