Михаил Игнатьев Сергей Неяскина «Чăваш Республикин шалти ĕҫсен органӗсен тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ» хисеплӗ ята торжествăлла лару-тăрура чысланă

Михаил Игнатьев вручил Сергею Неяскину почетный знак «Заслуженный сотрудник органов внутренних дел по Чувашской Республике»Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Неяскина «Чăваш Республикин шалти ĕҫсен органӗсен тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ» хисеплӗ ят пани ҫинчен калакан Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Хисепе тивӗҫнӗ ертӳҫӗне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствинче хаваслă лару-тăрура чысланă. Паллă пулăма федераци службисен регионти уйрăмĕсен ер­тӳҫисем, ветерансен организацийĕсен представителĕсем, тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекенсем пуҫтарăннă.  

«Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн тата коррупцине, наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ӗҫлекен тата террора хирĕҫ тăрассипе ĕҫлекен комиссисен председателĕ пулнă май, эпӗ Сергей Неяскин хăйне яланах профессионал шайĕнче кăтартса панине ҫирĕплетсех калама пултаратăп. Чăнласах та, Сергей Неяскин пысăк профессионал. Раҫҫейри нумай регионсенче ăна пысăк специалист пек пĕлеҫҫĕ. Вӑл республикăри право йĕркине ҫирӗплетес тесе сахал мар тăрăшни куҫ­кĕретех. Эпĕ, хам ҫине яваплăх илсе, Сергей Неяскина патшалӑх наградине «Чăваш Республикин шалти ĕҫсен органӗсен тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ» хисеплӗ ята пама йышăнтăм», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Сергей Неяскин чӑн-чӑн профессионал пулнине лайăх кăтартусем те ҫирĕплетсе параҫҫĕ. Чылай кăтартупа Чăваш Республики чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă регион шутĕнче тăрать. 

Ведомство ертӳҫин, полицин генерал-майорӗн витĕмĕпе шалти ĕҫсен орга­нӗсен сотрудникӗсен ӗҫ условийĕсем лайăхланса пыни те куҫкĕретех. Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствинче ҫĕнĕ икĕ ҫурт хăпартса лартнă. ДНК-лабаратори уҫнă, кунсăр пуҫне тата та тепĕр ҫурт хута кайнă – ют ҫĕршывран килнисене пулăшусемпе тивĕҫтерме пĕрлехи ятарлă центр тунă.    Ҫула ҫитмен ҫамрӑксене вăхăтлăха усрамалли ятарлă пӳлĕм туса хута янă.  Ведомствăн пурлăхпа техника бази тĕпрен ҫĕнелсе улшăннă. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ятарлă хатĕрсем тĕрлĕ йывăр преступленисене те вăхăтра уҫса пама май параҫҫĕ тесе каланă ертӳҫĕсем. Ветерансен организацийĕсем ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртса хӑвармалла.  

«Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ паракан наградăна илни маншӑн пысăк чыс. Эпĕ «Чăваш Республикин шалти ĕҫсен органӗсен тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ» хисеплӗ ята тивĕҫнӗшĕн мăнаҫланатăп. Региона кăмăллатăп, пĕтĕм чун-чĕререн юрататăп», тенĕ Сергей Неяскин.



11 июля 2019
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter