Ҫичĕ ҫул хушшинче Чăваш Республикинче ĕҫре инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ самай чакнă

Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. 

Лару ĕҫне пуҫличчен, чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕпе Антон Силуанов ирттернĕ видеканашлу пирки каласа кăтартнă. Вăл ĕҫе ҫак кунсенче РФ регионĕсен пуҫлăхĕсем хутшăннине хушса каланă Пуҫлăх.

«Йышăннă программăсенчи мероприятисене пирĕн вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пымалла. Наци проекчĕсемпе вăраха тăсса ĕҫлесе пыма ирĕк ҫук. Мĕнпур ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламалла. Ку пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри» – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Сăмах май тепĕр ырă хыпар пирки те пĕлтернĕ вăл. Чăваш Ене Раççей экономика аталанăвĕн Министрĕ Максим Орешкин килет. Ятарласа мар, кунта çула май пулать. Пирĕн республика урлă та иртмелли пысăк хăвăртлăхлă çĕнĕ автоçул строительстви тĕлĕшпе хăш-пĕр ыйтусем пур, çавна май вĕсене татса парас тĕллевпе Министр пĕтĕмпех хăйĕн куçĕпе курса хакласшăн, çавăнпа Мускавран Тольяттие çити автомобильпе çула тухать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсене федераци Министрĕпе хамăрăн ыйтусене сӳтсе явмалли меллĕ самантпа усă курма чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин транспорт министрне инфратытăма аталантарассипе, ҫĕр ыйтăвĕсемпе ҫыхăннă кирлĕ пек сĕнӳсем хатĕрлеме хушнă. Республикăри ĕҫ сыхлавĕ те кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тарăн доклад туса панă. Палăртнă тăрăх, инкексенче пĕтĕмпе 2018 ҫулта 176 ҫын хăйсене сусăрланă.  Кăтарту 2017 ҫулхипе танлаштарас пулсан, 13 процент пĕчĕкрех пулни сисĕнет. Юлашки ҫичĕ ҫул хушшинче пăтăрмаха кĕрсе ӳкнĕ ҫынсен шучĕ самай чакнă, 2 хут та пĕчĕк пулни куҫкĕретех.  Ĕҫ сыхлавне юлашки вăхăтра пысăк тимлĕх уйăрнине палăртмалла, бюджетран та ыйтăва уҫăмлатма сахал мар тĕрев куҫать. Халăха валли ĕҫ вырăнĕнче кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси те ыйту кун йĕркинчех.  2018 çулта республикăра çынсем производствăра суранланасси икĕ хута яхăнах чакнă. Çулталăк маларах 343 инкек пулнă, пĕлтĕр — 176 тĕслĕх.

Ĕç сыхлавне çирĕплетме уйăракан укçа виçи пысăкланса пынине палăртма кăмăллă. Иртнĕ çул ку виçе 1,5 млрд тенке çитнĕ — ĕçлекен кашни çын пуçне 10 пин тенкĕ ытларах. Производствăри вилĕмпе çыхăннă кашни тĕслĕхе тивĕçлĕ комиссире тĕплĕн тишкерсе инкек сăлтавĕсене палăртнине, вĕсене сирмелли ĕçсем ирттернине Сергей Петрович пысăка хурса хакланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах каланă, кашни ҫынăн ĕҫ вырăнĕнче тимлĕ пулмалла, ҫирĕп йĕркене пăхăнса ĕҫлемелле тенĕ.



11 июля 2019
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter