Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕрпӳ районĕнчи Патăрьел ялĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта пулнă
Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче пулнă. Районта республика Ертӳҫи Патăрьел ял тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă. Ҫурта тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлама пурĕ 13,3 млн ытла укҫа республика хыснинчен уйăрнă.
Шкулăн директорĕ Лидия Данилова каланă тăрăх, ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланнă тĕле ачасене валли пĕтĕмпех хăтлă условисем йĕркеленсе ҫитеҫҫĕ. Пĕлтĕр кăна шкулта ачасене валли апат-ҫимĕҫ пĕҫерсе пама чаплă хатĕр вырнаҫтарнă пулнă. Тепĕр пысăк ĕҫ – 2015 ҫулта шкулти спортзала тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă. Паянхи куна объект ҫинче «Сенкер» АУО тăрăшать. Ҫуртăн умри пайне илемлетессипе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ специалистсем. Электричество, шыв, инженери тытăмĕсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă. Шкулăн шалти пайне пĕтĕмпех улăштарма тĕллев лартнă. Каламасăрах паллă, ҫĕнĕ шкултан пĕрре е кая мар пуласси куҫкĕретех. Урайсене, чӳречесене пĕтĕмпех ҫĕнетсе пыраҫҫĕ специалистсем. «Ачасем валли яланах лайăх тумалла. Вĕсем пирĕн пуласлăх. Условисем вĕренме йĕркеллĕ пулсан, вĕсен тавракурăмлăхĕ те ӳссех пырĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Кĕсен: 2018 ҫулта республикăра пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 13 шкула тĕпрен юсанă. Кăҫал тата та 18 ҫурта илемлетсе тирпейлеме плана кĕртсе хăварнă. Палăртма кăмăллă, Ҫĕрпӳре пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан ҫĕнĕ шкул хута кайнă. Чăваш кадет шкулĕ уҫăлнă, Муркашра, Йĕпреҫре те объектсем ҫĕнелсе улшăннă.
«Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан шкул» регионти проекта тĕпе хурса Шупашкарта ҫĕнĕ районта шкул ҫĕкленет. Палăртмалла вĕсем пĕтĕмпех «Вĕренӳ» наци проекчĕпе тӳр килеҫҫĕ. 2025 ҫул тӗлне республикӑра 21 шкул тумалла тата юсаса ҫӗнетме тĕллев лартнă, ку чухнехи чи ҫӳллӗ шайри пахалӑх стандарчӗсене тивӗҫтерекен 11 658 пине яхӑн вӗренӳ вырӑнӗ йӗркелемелле.