Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата республикăри район, хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел совещание с руководителями органов исполнительной власти и с главами администраций муниципальных районов и городских округов Чувашии в режиме ВКСУтă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата республикăри район, хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн актуаллă ыйтусене чылай пăхса тухнă ертӳҫĕсем паянхи канашлура.

Михаил Игнатьев хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисене республика палăртакан ыйтусемпе тĕллевлĕ тата вăхăтра ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.  Социаллă сферăсене тĕпрен ҫĕнетесси, вĕсене вăхăтра хута ярасси ыйтусем пĕлтерĕшлĕ. «Енчен те объектсем ҫинче тĕп подрядчиксем юлса ĕҫлесе пыраҫҫĕ пулсан, графика пăхăнса пыраймасан, вĕсен хушма субподрядчиксене явăҫтарсан та вырăнлă», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ пулнă, ун чухне шăпах та, наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕ пурнăҫланакан строительство объекчĕсене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртмеллине асăрхаттарса хăварнă. Проектсене те пĕр пекрех йĕркелесе пыма проектсен институтне хута ярсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ, кун пек ĕҫе республикăра пурнăҫлама чĕнсе каланă.  

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче республикăра эрех-сăра ĕҫсе вилекенсен шучĕ йышланса пынине асăннă. «Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерес тĕллевпе чылай укҫа-тенкĕ уйăратпăр. Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртме самай тăкакланатпăр. Пур-пĕрех пирĕн халăх вут-кăварта ҫунса кĕлленет. Район, хула администрацийĕсен ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле, пăтăрмахсене тарăн сӳтсе явмалла, кăлтăксен сăлтавĕсене уҫăмлатмалла. Ҫынсене хăрушсăĕрлăхпа тивĕҫтересси, пирĕн тĕп тивĕҫ», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Михаил Игнатьев паян канашлура тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйту пирки те чарăнса тăнă, Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалласа объектсене тирпейлесе пымаллине те асăрхаттарса хăварнă. Усă курăнмасăр выртакан пурлăхсене ялсенчен муниципалитет пурлăхĕ ҫине куҫарма та ирĕк пур. Ку ĕҫе ҫийĕнчех йĕркелесе пымаллине палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Усă курăнмасăр илемсĕрлетсе выртакан пурлăхсене тасатмалла е ҫĕнетсе халăха валли усăллă объектсем хăпартса лартмаллине асăннă ертӳҫĕсем. Пурлăхсемпе тĕллевлĕ усă курсан, бюджета та укҫа-тенкĕ кĕрĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ырă тĕслĕх вырăнне Улатăр районне илсе кăтартнă, вăл муниципалитетра кирлĕ пек шайра ĕҫлесе пыраҫҫĕ тенĕ вăл. Сăмах май, ҫак кунсенче ĕҫлĕ визитпа Ҫĕрпӳ тата Красноармейски районĕсенче пулнине аса илнĕ Пуҫлăх. Ун чухне те хăш-пĕр ҫитменлĕхсене тупса палăртнине каласа хăварнă тепĕр хут республика Ертӳҫи. Тавралăх тирпейлĕ пулсан, чун савăнать тата та ырă ĕҫсем тăвас килет. Кун пирки манма юрамасть.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухнă май, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси пирки те чарăнса тăнă. Халăха валли ҫителĕклĕ таран условисем хатĕрлесе памаллине тепĕр хут асăрхаттарнă. Ҫӳп-ҫап пухăнакан вырăнсене нормăсене пăхăнса тирпейлĕн тытса тăмаллине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.   Ялсенче ҫулсем таса пулмалла, пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланмалла тенĕ Пуҫлăх. ТКОшăн халăхăн вăхăтра укҫа пуҫтарса памалла, парăмсем пухса яни питех те килĕшӳллĕ мар тенĕ регион Ертӳҫи. Ҫынсене йăлари хытă каяшсене уйăрса тирпейлесе пыма вĕрентмелле. Ун пек чухне тата та лайăхрах пуласси куҫкĕретех пулĕ.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко республикăра пĕтĕмĕшле ĕҫ-пуҫ аван йĕркеленсе пынине хыпарланă. Пурĕ ятарлă 13212 вырăн хатĕрленĕ ҫӳп-ҫапа пухса хума.   Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа аван кĕрсе пыраҫҫĕ, вырăнти халăх пĕрле килĕшсе ĕҫлет, объектсене тирпейлесе тăрассипе те самай пысăк витĕм кӳрет тесе хушса каланă министр.   ТКО ыйтăвне тĕпрен Куславккасем, Красноармейскийсем, Ҫĕмĕрле районĕсем тата Канаш хули туллин татса панă, вĕсенче тирпейлĕх хуҫаланать. Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар районĕсем те ҫӳлерех палăртнă муниципалитетсенчен юласшăнах мар, ҫак кунсенчех ыйтусене тĕпрен татса парасшăн.  Хальхи вăхăтра пурĕ18 623 контейнер вырнаҫтарнă.  Регионти оператор тата та ҫӳп-ҫапа пухса тиесе пуҫтаракансемпе   4 415 контейнер илме плана кĕртнĕ тесе пĕлтернĕ министр сăмаха малалла тăснă май.

Видеоканашлу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем газ пирки ыйтăва та тарăн пăхса тухнă, халăх пурлăхпа усă курнăшăн парăмсене пухса янине асăннă вĕсем.

Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, администрацисен ҫут-ҫанталăк газĕшĕн парăмсем нумаях пухăнман.  Кăҫалхи ҫул утă уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 1 млрд 218 млн тенкĕ пухăннă тенĕ ертӳҫĕсем. Паллă, яланхиллех парăм «Коммуналлă технологисем» ТМЯО самай парăма кĕрсе ӳкнĕ, вĕсен виҫи вара мĕнпур парăм калăпăшĕнчен 72 процент, вăл 881,6 млн танлашать. Коммуналлă инфратытăма ҫĕнетсе модернизацилемелли пирки те сӳтсе явнă видеоканашлура. Енчен те хутса ăшăтмалли тытăма пысăк технологи витĕмлĕхĕпе хута ярсан, перекетлĕх малти вырăна тухать.

Калăпăр, 2017 ҫулта Ҫĕмĕрлере, Куславккара ҫĕнĕ объектсем хăпартса лартнă, ăна кура самай ĕҫ-пуҫ лайăхланнă палăртнă муниципалитетсенче. Объектсене хута яма 360 млн тăкакланă. 2019-2020-мĕш ҫулсем валли ҫĕнĕ 5 объект хăпартса лартма плана кĕртнĕ.

Парăмсем пирки калас пулсан, ҫут ҫанталăк газĕпе усă курнăшăн Элĕксем, Красноармейскийсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Шупашкарсем, Етĕрне районĕсем сӳрĕк ĕҫлени сисĕнет. Вăрнарсем, Сĕнтĕрвăррисем, Вăрмарсем те аванах ĕҫлесе пырайманни курăнать. Апла пулсан, вĕсен активлăрах малашне ĕҫлемелле.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ЖКХ пайĕнче ĕҫлекенсене ҫирĕп тĕрĕслеве илме чĕнсе каланă вырăнти администрацийĕсен ертӳҫисене. Хутса ăшăтмалли тапхăр пуҫланиччен, мĕнпур ыйтусене тĕпрен уҫăмлатмаллине асăрхаттарнă.

Ҫул-йĕр ыйтăвĕсем пирки сăмахланă май, Чăваш Республикин Министрсен  Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - Чăваш Республикин транспорт тата ҫл-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Александр Николаев тĕплĕ ăнлантарса панă пĕтĕмпех. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене тĕпрен ҫĕнетме тата юсав ĕҫĕсем тума пурĕ 253,7 млн пăхса хăварнине хыпарланă. 108 объектпа контракт ҫирĕплетнине, вĕсен калăпăшĕ 2 млрд ытла тесе хыпарланă.   

Автомашина ҫулĕсене сарма проектсене хатĕрлес ĕҫе вăраха тăсмасăр пурнăҫламаллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем патне илсе пыракан ҫулсем халăхшăн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.



13 июля 2019
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter