Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн (РАНХиГС) Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухакансене савăнăҫлă лару-тăрура дипломсем парса чысланă
Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн (РАНХиГС) Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухакансене савăнăҫлă лару-тăрура дипломсем парса чысланă. Торжествăлла пай пуҫланиччен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев аслă шкула вĕренме кĕме йĕркеленĕ йышăну комиссийĕн членĕсемпе курса калаҫнă. Вулавăшра пулнă, спорт уйрăмне кĕрсе тухнă, студентсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.
Мероприятинче ҫавăн пекех Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алевтина Федорова хутшăннă.
Хăнасене Шупашкарти филиалĕн директорĕ Игорь Голышев кĕтсе илнĕ.
Аслă шкулăн ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче, 20 ҫул хушшинче академи сумлă ята ҫĕнсе илнине хыпарланă. Нумай кăтартусемпе 60 филиал хушшинче вĕсен академийĕн пысăк ҫитĕнĕвĕсем куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Специалистсем тарăн пĕлӳ илнĕ хыҫҫăн, тӳрех ĕҫ вырăнне те вырнаҫнине пĕлтернĕ ертӳҫĕ.
2019-мĕш ҫултан пуҫласа Шупашкарти филиалта цифрăллă экономика валли кадрсем хатĕрлесе кăларас ĕҫ ҫине те пысăк тимлĕх уйăрма пуҫланине асăннă директор. Вĕрентекенсем хушма пĕлӳ илнине, вĕсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулнине ҫирĕплетекен сертификата та тивĕҫнине асăннă вăл.
Ҫамрăк яш-кĕрĕм те пултаруллă, филиалта ăс пухакансем Раҫҫей, республика шайĕнче иртекен чылай ăмăртусенче пĕр хутчен ҫеҫ мар пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнине хыпарланă аслă шкулăн директорĕ. Уйрăмах КВН команди тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев студентсене саламланă май, Чӑваш Енре тӗрлӗ отрасль валли кадрсем вӗрентсе хатӗрлекен вӗренӳ учрежденийӗсен анлӑ тытӑмӗ ӗҫленине, пысӑк технологиллӗ компетенцисене алла илессине, вӗсем республикӑра та, Раҫҫейӗн ытти регионӗнче те питех те кирлӗ, уйрӑмах пысӑк тимлӗхпе пӑхнине асăннă. Ӑс-хакӑлпа пултарулӑх вӑй-хӑвачӗ, ҫамрӑклӑх, хастарлӑхпа пуҫарулӑх, тӗнчене улӑштарма ӑнтӑлни сире хӑвӑр ӗмӗтӗрсемпе пысӑк тӗллевӗрсене пурнӑҫлама тата тӑван ене хӑватлӑн малалла аталантарма пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп тенĕ республика Ертӳҫи. «Хӑвӑр умӑрта уҫӑлакан мӗнпур лайӑх майпа вырӑнлӑ усӑ курма тӑрӑшӑр. Сире ҫирӗп сывлӑх, пуласлăхра ҫитӗнӳсем, пурнӑҫра пултарулӑхӑра туллин уҫма, илӗртӳллӗ ҫӗнӗлӗхсем тата ҫутӑ пулӑмсем сунатӑп», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин наци проекчĕсенчи тĕллевсене пурнăҫлама пултаруллă яш-кĕрĕм пысăк витĕм кӳрессе те палăртнă вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.
Палăртмалла, Чăваш Республикинче ҫамрăксене аталанса пыма чылай условисем пур. Патшалăхăн тĕрлĕ программисем пурнăҫа анлăн кĕрсе пыраҫҫĕ. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пыни те куҫкĕретех.
Палăртнă кун студентсене дипломсем парса чысланă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫамрăксене программăсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă. Малашне те республикӑна инновациллӗ майсемпе аталантарасси патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ пулса тӑрасса, пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртмалли тата пулӑшса пымалли тытӑма укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес енӗпе Чӑваш Ен малтисенчен пӗри пулнине, пуҫаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшма, вӗсен пултарулӑхне аталантарма ҫулсерен укҫа-тенкӗ уйӑрасса, ҫамрӑксен пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата ӑнӑҫлӑ проекчӗсем грант мелӗпе пулӑшӑва тивӗҫессе, ҫак ӗҫсене малашне те бюджет укҫи-тенки шучӗпе пурнӑҫласа пырасса шанса каланă.