Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе чун-чӗре­рен саламлатӑп!

Нумай ӗмӗре тӑсӑлакан кун-ҫуллӑ почта ҫыхӑнӑвӗ, хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курса, тухӑҫлӑ, пуриншӗн те юрӑхлӑ тата шанчӑклӑ ҫыхӑну мелӗ пулса тӑрать.

Эсир хӑвӑр ӗҫӗре тӑтӑшах лайӑхлатса пыни питех те пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ халӑхӑн кулленхи пурнӑҫне хӑтлӑрах тума май парать. Почта пулӑшӑвӗн йӑлана кӗнӗ тӗсӗсен кал-кал аталанӑвӗпе пӗрлех цифра технологийӗсем те хастарлӑн ӗҫе кӗреҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑ­накансем заказлӑ ҫырусен, посылкӑсен 80 яхӑн процентне электронлӑ майпа алӑ пусса илеҫҫӗ, пӗтӗм посылкӑн чӗрӗк пайне вара кирлӗ ҫӗре онлайн-сервиссемпе усӑ курса ярса параҫҫӗ. Паян ялти ҫыхӑну уйрӑмӗсенче те финанс тата банк пулӑшӑвӗсемпе пӗр чӑрмавсӑрах усӑ курма пулать, унсӑр пуҫне таварсемпе пулӑшу ӗҫӗ­семшӗн укҫасӑр тӳлесе татӑлма та май пур. Почтальонсене куҫӑмлӑ тӳлев-касса терминалӗсемпе тивӗҫтернӗ, ҫавна май ял ҫыннисем халӗ таварсемпе пулӑшу ӗҫӗсемшӗн почта уйрӑмӗнче ҫеҫ мар, ҫа­вӑн пекех килӗнче те тӳлесе татӑлма пултараҫҫӗ. Ҫаплах килтен тухмасӑрах хаҫат-журнала интернет урлӑ ҫырӑнса илме тата уншӑн тӳлесе татӑлма пулать.

Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗ республика цифра хыпарлавӗ ҫине куҫнӑ чухне пысӑк пулӑшу кӳчӗ. Цифра сигналне йышӑнмалли оборудование сарассине почта тивӗҫтерчӗ – ӑна кашни ҫыхӑну уйрӑмӗнчех туянма майсем туса панӑ, ҫавӑн пекех почтальонсем урлӑ – килте те. Почта ӗҫченӗсен ҫитӗнӗвӗсене республика тата федераци шайӗнчи ведомство наградисемпе палӑртнӑ.

Почта отраслӗн мӗнпур ӗҫченне профессири пысӑк ӑсталӑхшӑн, ӗҫченлӗхшӗн тата хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп.

Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫлӑх тата тӑван Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума иксӗлми вӑй-хал сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                Михаил Игнатьев



13 июля 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter