Утă уйăхĕн 24–27-мĕш кунĕсенче Шупашкарти «Олимпийский» тĕп стадионта çăмăл атлетика енĕпе Раҫҫей чемпионачĕ иртет
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ку хутĕнче ҫăмăл атлетикăпа Раҫҫейĕн 100-мĕш чемпионачĕ иртни пирки тарăн сӳтсе явнă. Паллă пулăма Чăваш Енĕн тĕп хулинче ирттерме йышăннă.
Паян ларура наци проекчĕсем пирки сăмах пуҫарнă май, вĕсене МИХсенче епле ҫутатса пани ҫинчен те асăннă.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекенсем регионта наци проекчĕсемпе ĕҫлесе пыни ҫинчен ҫителĕксĕр хыпарсем халăх патне илсе ҫитернине асăннă. «Пирĕн палăртнă тĕллевсем пирки, наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пулса пыракан ĕҫсем ҫинчен туллин хыпарсене граждансем патне илсе ҫитермелле. Суя хыпарсем пулмалла мар, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем хута кайни пирки вăхăтра ҫынсене кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене пĕлтерсе пымалла», – тесе чĕнсе каланă Пуҫлăх.
Наци проекчĕсем халăха хытă кăсăкланатараҫҫĕ. Апла пулсан, пирĕн ҫынсен шухăш-кăмăлĕ пирки те пĕлсех тăмалла. Кирек-епле ыйту ҫине те туххăмрах хурав пама тăрăшмалла, вĕсен сĕнĕвĕсене те итлемелле, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳмелле.
Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов хăйĕн сăмахĕнче МИХсенче наци проекчĕсем пирки ятарлă рубрикăсем хатĕрленсе тухнине асăннă. Наци куравĕ кунсерен наци проекчĕсемпе пулса пыракан ĕҫсем пирки кăсăклă сюжетсем хатĕрлесе кăларать тенĕ вăл. Сахал мар ертӳҫĕсем наци проекчĕсем пирки ятарлă интервьюсем панине те пĕлтернĕ министр сăмаха ҫавăрса. Халăхпа тĕл пулса калаҫнă самантсем те чылай калăпланса тухаҫҫĕ тĕрлĕ хаҫатсенче тенĕ вăл. «Будущее России. Национальные проекты» ТАСС ятарлă портал кулленех наци проекчĕсемпе ҫыхăннă материалсем пичетлет. Унăн официаллă порталĕнче кунран-кун республикăри ĕҫсем пирки лайăх хыпарсем пичетленсе тухнине те хыпарланă ведомство ертӳҫи. Ыйтăва социаллă сетьсенче ытларах уҫăмлатса памалла, ҫынсем тепре чухне туххăмрах интернетра вуласа пĕлесшĕн ырă хыпарсене. Районсенче пичетленсе тухакан хаҫатсенче те активлăрах ĕҫлемелле ҫӳлерех асăннă темăпа тенĕ вăл.
Ҫăмăл атлетикăпа Раҫҫей чемпионачĕ Шупашкарта пулать. Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов тарăнрах каласа хăварнă.
Паллă мероприяти утă уйăхĕн 24-27-мĕш кунĕсенче Чăваш Енĕн тĕп хулинче иртет. Спорт уявне торжествăлла майпа утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче 15 сехет те 40 минутра уҫаҫҫĕ. Палăртнă тăрăх, ҫĕршыври чи паллă спортсменсем килсе ҫитĕҫ, вĕсен йышĕ 700-ре яхăн. РФ 60 субъектĕнчен пирĕн тăрăха хăнасем килме кăмăл тунă.
Ăмăртусене 140 судьяна явăҫтарма план тунă. Паллă пулăма волонтерсене те кĕртнĕ, вĕсем те спортсменсене, курма пыракансене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерĕҫ, республикăпа паллаштарĕҫ. Спорт мероприятине «МатчТВ» тӳрĕ эфирта кăтартса пырĕ. Хăнасем валли чемпионат сувенирĕсене хатĕрленĕ.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ регионта пурăнакансене, хăнасене пурне те ăмăртусене ҫитсе курма йыхравланă. Велосипед питĕ меллĕ транспорт. Хула курса ҫӳреме унпа ҫав тери аван. Апла пулсан, вăл кунсенче ытларах прокат йĕркелемелле. Скейтбординг мелĕпе ҫитес шăматкун Раҫҫей Кубокĕ иртет. Ăна валли те тивĕҫлĕ шайра хатĕрленсе пымаллине асăрхаттарса хăварнă республика Пуҫлăхĕ. Ятарлă лапама «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта хатĕрленĕ. Ҫамрăксене валли спорт мероприятине кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттермеллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.