2024-мĕш ҫулччен Чăваш Республикине хăвăрттăн аталантармалли комплекслă программăн проектне 40 объекта хăпартса лартассине кĕртсе хăварнă
Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикине 2024-мĕш ҫулччен комплекслă аталантарса пымалли программăна хатĕрлессипе ҫыхăннă ыйтусене тишкерессипе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи финанс тата налук ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Юрий Кислов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн ĕҫченĕсем хутшăннă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Ене 2024-мĕш ҫулччен комплекслă аталантарса пымалли программăн проектне йĕркелӳ ĕҫĕсем сахал маррине хыпарланă, унсăр пуҫне 40 объекта тĕпрен строительство ĕҫне пурнăҫлама кĕртсе хăварнине, инфратытăма ҫĕнетме, социаллă сферăна ҫĕнетессипе те сахал мар ĕҫсем пуласса асăннă. Ҫĕнĕ Шупашкарта пысăк объектсем пуласси паллă, Шупашкарта инфратытăм ҫĕнелĕ, шкулсем уҫăлĕҫ, нумай ачаллă ҫемьесене тивĕҫтермелли лаптăкĕсем инфратытăмпа пуянланĕҫ, автомашина ҫулĕсене сарĕҫ тата ытти те.
Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви палăртнă тăрăх, плари инвестициллĕ 64 проекта пурнăҫа кĕртме 60 млрд пăхса хăварнă. Енчен те палăртса хунисем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăҫлансан, халăх валли пысăк технологиллĕ 4 пин ытла ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. Чăваш Ене комплекслă аталантарса пырассипе йышăнакан программăна Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин ларăвĕнче пăхса тухма тĕллев лартнă. Ун хыҫҫăн тин, епле йышăнусем туса хăварасси тĕпрен паллă пулĕ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикине 2024-мĕш ҫулсем валли палăртакан комплекслă плана хатĕрлес ĕҫе вĕҫне-хĕрне ҫитерме чĕнсе каланă должноҫре тăракан ҫынсене, пĕтĕмпех пăхса тухиччен, халăхăн сĕнĕвĕсене те тĕпе хумаллине асăрхаттарса хăварнă.