Раҫҫей тата Беларуҫ регионĕсен VI-мĕш форумĕпе килĕшӳллĕн, пленар ларăвĕ иртнĕ

Состоялось пленарное заседание в рамках VI Форума регионов России и БеларусиУтă уйăхĕн 16–18-мĕшĕнче Санкт-Петербургра Раҫҫей тата Беларуҫ регионĕсен VI-мĕш форумĕ иртнĕ. Мероприятин йĕркелӳҫисем: Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕпе Беларуҫ Республикин Наци пухăвĕн Канашĕ.

Кăҫал мероприятине пĕрлехи культурăпа гуманитарине аталантарса вăй илтерессине йĕркелесе пырассине халалланă. Форум мероприятийĕсен планĕпе килĕшӳллĕн, паян утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче пленар ларăвне ирттернĕ. Вăл ĕҫе Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата Беларуҫ Республикин Президенчĕ Александр Лукашенко хутшăннă.

РФ Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко паллă пулăма уҫнă май, кашни форум хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ пулнине, ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫса пынине палăртнă. Мĕнпур ĕҫсене пăхса тухса хаклама та меллĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Пуласлăхри тĕллевсене палăртма, ҫулталăк хушшипе ĕҫленĕ ĕҫ кăтартăвĕсене те тишкерме аван тенĕ ертӳҫĕ. «Раҫҫей тата Беларуҫ Республикисем хушшинчи тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăну ҫав тери пĕлтерĕшлĕ. Кăҫал та хăйне евĕр пысăк ĕҫсем туса пыма витĕм кӳчĕ. Патшалăх тума алă пусса ҫирĕплетнĕ ĕҫ хутне йышăннăранпа кăҫал ҫирĕм ҫул ҫитрĕ», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă Валентина Матвиенко.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Форум ĕҫне хутшăннисене саламланă, тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă. Беларуҫ Республики Раҫҫейшĕн ҫывăх партнер пулса тăнине асăннă. Тĕрлĕ сферăсенче ĕҫлекенсем пĕр-пĕринпе кулленех тĕл пулни, наукăра, культура тытăмĕнче, вĕренӳпе, социаллă сферăра тата та хăватлăрах ĕҫлесе пыма витĕм кӳнине асăннă ҫĕршыв Пуҫлăхĕ. Раҫҫейпе Беларуҫ хушшинчи туслăх тата та вăйлăрах ҫирĕпленсе сарăлса пырассине шанса каланă.   Икĕ республика хушшинчи таварсен ҫаврăнăшĕ пĕлтĕр чылай ӳснĕ, кăтарту  30,5 миллиарда доллара ҫитнĕ.   Беларуҫ Республикинчен таварсем самай килсе тăраҫҫĕ пирĕн ҫĕршыва.    Культура пайĕнче аталанса пымалли 2021-мĕш ҫулсем валли плана ака уйăхĕнче икĕ республика алă пусса ҫирĕплетнĕ.   Вăл планра тĕрлĕ фестивальсем ирттермелли пирки йышăннă, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма тĕллев ларнă пулнă тата ытти ĕҫсем те сахал мар кĕртсе хăварнă. Икĕ ҫĕршыв хушшинче 1300 килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ тесе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ.     

Беларуҫ Республикин Президенчĕ Александр Лукашенко икĕ регион хушшинчи тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăну халăхсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма витĕм кӳрессе палăртнă.  

«Беларуҫ тата Раҫҫей сахал мар йывăрлăхсене курнă, вĕсене тĕпрен парăнтарма пĕлнĕ», – тесе каланă ҫĕршыв лидерĕ,  Раҫҫей Президенчĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине те асăннă вăл.  

2017 ҫулта Беларуҫ Республикин Правительствипе Чăваш Республикин Правительстви ĕҫлĕ ҫыхăнусем пирки килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă.  Беларуҫ пирĕн республикăшăн – стратегиллĕ çĕршыв. Пĕр-пĕрин хушшинчи тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ чылай ӳснĕ, 90 млн долларпа танлашнă, 2017 ҫулхинчен 7,7 процент пысăкрах.  Беларуçпа Чăваш Ен предприятийĕсен пайташла çыхăнăвĕ çирĕпленсе çитнĕ. 2018 ҫулта юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культура институтĕнче пĕтĕм Раҫҫейри наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Конференци хыҫҫăн, тĕрлĕ ăсчахсен ĕҫĕсене тĕпе хурса ятарлă кĕнекесен пуххине хатĕрлесе кăларнă. Унта шăпах та, Беларуҫ Республикинчен те сахал мар паллă ҫынсем пулнă, вĕсем: Тадеуш Кручковский, Михаил Стрельц. 2016-мĕш ҫултан пуҫласа Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрне Раççейпе Беларуç Республикин Художниксен союзĕсен членĕсем, Хусанти, Чулхулари, Кемеровăри, Абаканри, Шупашкарти ӳнерçĕсем хапăл тусах хутшăнаҫҫĕçитнине халалланă. Тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл —тĕрлĕ наци çыннисене çывăхлатасси.

Беларуҫ Республикин культура Министрĕ Юрий Бондарь форум пирки сăмахланă май, пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем ҫинчен сăмах пуҫарнă, культура тытăмне тата та вăйлăрах аталанса пыма витĕм кӳрессе палăртнă.  

«Эпир ҫыхнусене ҫирĕплетсе пыма яланах хатĕр. Туслăха тĕрлĕ мероприятисемпе вăйлатăпăр.  Пирĕн ҫĕршывсен регинĕсен наци культури пуян. Чăваш Республики те пирĕн ҫĕршыв пекех пуян культурăпа палăрать. Хамăрăн тĕрлĕ акцисенче Чăваш Енĕн пултарулăх ушкăнĕсене хапăл тусах кĕтетпĕр, кирек-епле мероприятисене те кăмăлтан йыхравлатпăр», – тесе хушса каланă вăл. Кăҫал кĕркунне Беларуҫ Республикинче Культура кунĕсем пуласса хыпарланă. Унта шăпах та, Чăваш Енрен хăнасене кĕтетпĕр тенĕ вăл.

Беларуҫ Республикин наукăпа технологи енĕпе ĕҫлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ Александр Шумилин регионĕcем хушшинчи ҫыхăну ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ҫирĕплетсе каланă. Беларуҫ Республикипе Чăваш Енĕн пĕрпеклĕхсем чылай тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Аграри тытăмĕнче, промышленноҫра, электроэнергетика тытăмĕнче, вĕренӳре те тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăу ҫирĕп пулса пынине асăннă.

«Ҫав тери аван федераци шайĕнче тĕрев пани, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени.  Чăваш Ен пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ регион. Эпир унпа яланах тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыма хатăр», – тенĕ Александр Шумилин.

Фоторепортаж

 



18 июля 2019
18:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter