Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен координаци Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел расширенное заседание Комиссии по координации работы по противодействию коррупции в Чувашской Республике Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен координаци Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ ларăва республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.

Ĕҫе пухăннисем  бюджет укҫи-тенки пирки ыйтăва тарăн сӳтсе явнă, патшалăх программисене пурнăҫа кĕртме тĕллевлĕн усă курнипе курманнине тишкернĕ, инфратытăма ҫĕнетессипе йышăннă проектсене епле пурнăҫласа пыни ҫинчен те канашланă.

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи Александр Полтинин, Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствинче коррупци ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен управленийĕн пуҫлăхĕ Андрей Семенов, РФ казначействин Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи Олимпиада Ананьева, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин Тĕрĕслев-шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова ларура тарăн докладсем туса панă.  

Чăваш Енри Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2018 ҫулта Чăваш Республикинчи патшалăхăн 17 программи валли пурĕ 51,2 млрд пăхса хăварнă пулнă.  Калас пулсан, мĕнпур укҫа виҫинчен 94 проценчĕпе усă курни сисĕнет.  2019 ҫулта регионти патшалăхăн 22 программи валли 55,8 млрд йышăнса хăварнă. Паллă, пĕлтĕрхинчен 9 процент нумайрах пулни курăнать. Укҫа-тенкĕ пĕтĕмпех халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерме тăкакланать.  Сывлăх сыхлавне, вĕренӳпе культура, туризм, спорт тытăмне ытларах тĕрев куҫать. Ялта пурнăҫа хăтлăлатассишĕн влаҫра ĕҫлекенсем ырми-канми тăрăшни те куҫкĕретех.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕр хăш-пĕр объектсене тĕллевлĕн тухса тĕрĕсленине хыпарланă. Ҫĕнĕ Шупашкар администрацийĕ республика бюджетĕнчен субсиди мелĕпе куҫнă пулăшăва ҫирĕп йĕркене пăхăнса валаҫсе паман тĕслĕхе тупса палăртнине хыпарланă ведомство ертӳҫи.  Ăна пула, объектсем ҫинче туллин палăртса хунă ĕҫсене вĕҫне-хĕрне тухманни те сисĕнкеленет. 

Кăҫал патшалăхăн 11 программине епле пурнăҫласа пынине тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ. Ҫитменлĕхсем сахал мар-ха тупса палăртнă тесе каланă ертӳҫĕсем.   

Чăваш Республикин Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх,  тĕрлĕ ведомствăсемпе кулленех тачă ҫыхăнса ĕҫленине каланă.     

2018 ҫулта  тата 2019 ҫулхи ҫак тапхăрта пĕтĕмпе тĕрĕслев кăларнă хыҫҫăн, 54 материала прокуратура пайне ятарлă йышăну тума тăратнине хыпарланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тата муниципалитетсенче ĕҫлекен ертӳҫĕсене бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курса пымаллине асăрхаттарнă.   Енчен те йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан, явап тытма тивет тесе каланă вăл.

«Палăртса хунă ĕҫсене пĕтĕмпех вăхăтра тата тухăҫлă пурнăҫласа пымалла.  Мĕнпур ҫĕрте ҫирĕп йĕрке хуҫаланмалла», – тесе каланă Михаил Игнатьев.

Регион Пуҫлăхĕ малашне те тĕрĕслевсем тумаллине чĕнсе каланă ведомство ертӳҫисене.

Михаил Игнатьев нормативлă право ĕҫ хучĕсем пирки те сăмах пуҫарнă, уйрăмах ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă тытăмра асăрхануллă пулмаллине чĕнсе каланă вăл.

2018–2020-мĕш ҫулсенче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе тимлекен Наци планне йышăнса хăварнă. Мероприятисем районпа хуласем шайĕнче епле пулса пынипе кăсăкланнă паянхи ларăва пухăннисем. Красноармейски, Пăрачкав районĕсенчи лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă канашлăва пухăннисем. 

 Фоторепортаж



02 июля 2019
17:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter