Чăваш Енре пурăнакан 1400 яша ҫуркуннехи тапхăрпа салтака ăсатнă

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ăна ку хутĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Канашлăва пухăннисем ҫуркуннехи тапхăрпа яшсене салтака ăсатнин ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Яшсене салтака ăстатас мероприяти регионта ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пынă.  

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче яшсене ҫара ăсатма хатĕрленĕ ятарлă комиссисен ĕҫне кашни районпа хуласенче ҫĕнетсе пынине асăннă.  Тĕп ҫар округĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, регион ыйтăва туллин тивĕҫтернине хыпарланă министр. Кăҫал ҫуркуннехи тапхăрпа пурĕ 1400 яша ҫар ретне тăратнине палăртнă вăл сăмаха ҫавăрса.

Палăртмалла, мĕнпур ҫамрăксенчен 15,5 проценчĕ аслă шкултан вĕренсе тухнисем.    Салтаксем юрăхлă, тĕрĕсленĕ мĕнпур яшсенчен 71,6 проценчĕ ҫар ретне тăма хатĕрррине хыпарланă министр, маларахри ҫулхи кăтартусенчен кăҫал тата та лайăхрах тенĕ вăл. Салтака каяс марришĕн тарса ҫӳрекенсем ҫулсерен пĕтсех пыраҫҫĕ. Апла пулсан, яшсем ҫар ретне тăма кăмăл туни куҫкĕретех.

Чăваш Республикин ҫар комиссарĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Исаев хăйĕн докладĕнче Канашри йышăну пункчĕ пирки чарăнса тăнă, объекта тĕпрен юсанине хыпарланă. Хальхи вăхăтра учрежденийĕн пурлăхпа техника базине ҫĕнетессипе тăрăшаҫҫĕ специалистсем. 



22 июля 2019
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter