Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургри нумай профильлĕ больницăра планпа килĕшӳллĕн сипленет

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Санкт-Петербургри нумай профильлĕ больницăра планпа килĕшӳллĕн сипленет. Хăйне йĕркеллĕ туять, кăмăлĕ çĕкленӳллĕ. "Министрсен Кабинечĕ ыйтнипе эрнекун Санкт-Петербург хулинче пултăм", — пĕлтернĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов

Хăш-пĕр массăллă информаци хатĕрĕ регион Ертӳçин сывлăхĕ пирки тĕрĕс мар çырнине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев асăннă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, «Михаил Васильевич республикăра пулса иртекен ĕçсем пирки пĕлет, вĕсене тĕрĕслесе тăрать — тивĕçлĕ хушусем парать, эпир лару-тăру пирки куллен доклад тăватпăр». Юрий Егорович хăш-пĕр журналист Нева çинчи хулана Михаил Игнатьев сывлăхĕ пирки пĕлмешкĕн кайма ăс çитернине сивлесе хакланă, тепĕр хут çирĕплетнĕ: «Михаил Васильевич сывлăхне планпа килĕшӳллĕн тĕрĕслеттерет, сипленет. Вăл çывăх вăхăтрах ĕçе пуçăнĕ».



22 июля 2019
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter