Кăҫал ҫур ҫулта Чăваш Енре пурăнакан нумай ачаллă 185 ҫемье 6 процентлă ҫăмăллăх ипотекипе усă курнă

 Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Нумай ачаллă ҫемьесен ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама патшалăх енчен куҫакан пулăшусем пирки сăмах пуҫарнă канашлура.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грщенко хăйĕн сăмахĕнче, пĕлтĕр федераци пулăшăвне республикăри 6812 ҫемье тивĕҫнине хыпарланă. Пĕтĕмпе нумай ачаллă ҫемьесем 2,814 млрд тĕрев илнĕ. 2019 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра пурĕ 3341ҫемье патшалăх енчен 1,376 млрд пулăшăва тивĕҫнĕ.  

Республикăра нумай ачаллă ҫемьесене пулăшу парса тивĕҫтерес ĕҫ малалла та пырать. Амăшĕн капиталĕпе пĕлтĕр 1102 ҫемье хăйсен пурăнмалли ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса панă, пĕтĕмпе вĕсене валли республика хыснинчен 95,7 млн тăкакланă.  Кăҫал ҫур ҫулта 582 ҫемье 51,64 млн пулăшăва илнĕ. Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин  2018 ҫултан пуҫласа ҫемьесене субсиди парса тивĕҫтермелли патшалăх программипе килĕшӳллĕн, ҫăмăллăх ипотеки пирки йышăнăва ҫирĕплетнĕ,  хваттер илес текенсем 6 процентлă ҫăмăллăх ипотекипе усă курма пултараҫҫĕ.  Кун пек пуҫару 2023-мĕш ҫулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕчченех пулать.

2018 ҫул кăтартăвĕсем тăрăх, пурĕ 179 ҫемье ҫӳлерех асăннă пулăшăва тивĕҫнĕ.

Нумай ачаллă ҫемьесене ҫăмăллăх кредичĕсемпе тивĕҫтермелли кредит йĕрки самай лайăхланса пынине асăннă Чăваш Республикин строительство министрĕ.

Кредит паракан организацисен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2019 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра пурĕ Чăваш Республикинче пурăнакан 185 ҫемье патшалăх пулăшăвне илнĕ, пĕлтĕр ҫак тапхăрта пурĕ 40 ҫемье кăна вăл тĕреве тивĕҫнĕ.   

Палăртнă тăрăх, 2019 ҫулта ҫăмăллăх кредичĕсемпе пурĕ 450 ҫемье усă курасси паллă, 2020-мĕш ҫулта – 950, 2021 ҫулта –1450 ҫемье.  

Чăваш Енре пурăнакан нумай ачаллă ҫемьесем, енчен те вĕсем пиллĕк е ытларах ачасем пăхса ҫитĕнтереҫҫĕ пулсан, ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвне илсе пыраҫҫĕ.  

2019 ҫулта ыйтăва татса пама Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен пурĕ 100 млн пăхса хăварнă. Вăл укҫа-тенкĕпе пурĕ нумай ачаллă 39 ҫемье усă курасси паллă.   

Кăҫал ҫур ҫулта нумай ачаллă 5 ҫемье пĕтĕмпе 12,1 млн тĕрев илнĕ.

Нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен тепĕр пысăк пулăшу куҫать – тӳлевсĕр ҫĕр лаптăкĕсем. 

2011-мĕш ҫултан пуҫласа пурĕ 7883 ҫемье тӳлевсĕр ҫĕр лаптăкĕсене илнĕ, вĕсене патшалăх пулăшу парса тивĕҫтернĕ. Кăҫал нумай ачаллă 418 ҫемье пулăшăва илме ĕлкĕрнĕ те.  



22 июля 2019
14:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter