Шупашкар районĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, пуласлăх валли тĕллевсене палăртнă

Подведены итоги социально-экономического развития Чебоксарского района за полугодие и обсуждены задачи на перспективу Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă. Муниципалитетăн социаллă пурнăҫăпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă вăл. Районти актив тата республикăран килсе ҫитнĕ ертӳҫĕсем пуласлăх пирки канашланă, тĕллевсене палăртса хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шупашкар районĕнче ĕҫлесе пурăнакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, республика Пуҫлăхĕн тав ҫырăвĕсене парса чысланă. Нумай ачаллă ҫемьесене удостоверенисем парса хавхалантарнă, ҫурт-йĕр тивĕҫнисене патшалăх енчен куҫакан социаллă тӳлеве панине ҫирĕплетекен свидетельствăпа тивĕҫтернĕ, Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ ĕҫ ветеранĕ ята илнисене  мухтаса чысланă.     

Канашлăва пухăннисем Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин наци проекчĕсенчи палăртнă тĕллевсене тарăн сӳтсе явнă,  пурнăҫа кĕртнĕ ĕҫсем пирки калаҫнă.  Района ӳсĕмлĕн аталантарас, социаллă сферăна вăйлатас, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерес ыйтусене те пăхса тухнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Димитриев тĕплĕ доклад туса панă. 2019 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 486 млн танлашнă, тăкак пайĕ 508 млн ҫитнĕ. Республика хыснинчен каялла тавăрса памалли мар укҫа район хыснине 284 млн кĕнĕ.

Шупашкар районĕнче муниципалитетăн 19 программи анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать. Вĕсене валли кăҫал 1365,3 млн пăхса хăварнă. Мĕнпур калăпăшран  796,3 млн республика бюджетĕнчен куҫать, вырăнти хыснаран вара 569 млн тăкакланать.  Ял хуҫалăх таварне тирпейлесе пырассипе муниципалитет ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ ӳснĕ, сĕт сăвăмĕ те хăпарнă. Районта инвестициллĕ 40 проект пурнăҫа кĕрет, кун пирки тĕплĕнрех Владимир Димитриев каласа кăтартнă.

Ял хуҫалăхне аталантарса пыма патшалăх тĕревĕ те сахал мар куҫать, палăртнă тапхăра пĕтĕмпе 143 млн пăхса хăварнă. Анлă ларура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн ҫумĕ Татьяна Рябинина,    Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче социаллă ыйтусемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Вячеслав Рафинов тухса калаҫă, район ҫитĕнĕвĕсене ҫирĕплетнĕ, ҫĕнĕлĕхсем пирки те каласа хăварнă. Сăмах май, районта кирек-епле ыйтусене те вăхăтра тата комплекслă татса пама чĕнсе каланă вырăнти ертӳлĕхе, халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе активлă ĕҫлесе пыма сĕннĕ.       

Татьяна Рябинина хăйĕн сăмахĕнче района усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе кăтартуллăрах ĕҫлеме хушнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова  района республика хыснинчен  самай пулăшу куҫнине тепĕр хут асăнса хăварнă.  

«Ял хуҫалăхне чылай тĕрев куҫать патшалăх енчен. Социаллă ыйтусем вăхăтра татăлса пыраҫҫĕ. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пыни те куҫкĕретех. Муниципалитетăн мĕнпур бюджетри укҫа-тенкĕрен 58 проценчĕ республика хыснинчен куҫать. Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе те хăватлă ĕҫлесе пыни куҫкĕретех. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ ҫирĕпленет, демографи лару-тăрăвĕ ырă енне куҫса пырать. Кăҫал ҫур ҫулта 11 предприниматель патшалăх енчен пурĕ 19 млн пулăшăва тивĕҫнĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова. Сăмах май, ертӳҫĕ ҫĕр ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă.  

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин район ертӳлĕхне лайăх ĕҫленĕшĕн тав тунă, малашне те ӳсĕмсемпе палăрма чĕнсе каланă. «Инвестици ытларах явăҫтарма тăрăшмалла. Экономика ҫирĕп аталансан, халăхăн пурнăҫ шайĕ хăпарать», – тенĕ Чăваш Ен Правительствин Председателĕ.  

Республика Правительстви ҫитес вăхăтра региона хăватлантармалли ятарлă программа хатĕрлесе ҫитерет. Проекта федераци шайĕнче ĕҫлекен влаҫ органĕсемпе пĕрле пăхса тухса йышăнĕҫ. Тĕп ыйтусенчен пĕри – халăх тупăшне ӳстересси, пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе ҫитересси, ĕҫсĕррисен йышне чакарасси, начар ҫыхăнса ĕҫлемеллине палăртса каланă Иван Моторин

Фоторепортаж



22 июля 2019
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter