Йышпа вĕрсен хапха та уçăлать

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин паян Шупашкар районĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе зкономика аталанăвне пĕтĕмлетме хутшăнчĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Димитриев докладра халăх хуçалăхĕн ултă уйăхри аталанăвне тĕрлĕ енлĕ тишкерчĕ. Муниципалитетсен хушшинче çулленхи пекех малтисенчен пĕри пулнине тулли кăмăлпа палăртрĕ. Республикăра халăх йышĕпе чи пысăкки шутланать. Пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пайне тултарассипе те ăнăçлă ĕçлет. Кăçал 19 программа пурнăçлама палăртнă. Ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсем те курăмлă. Сĕт туса илессипе районсен хушшинче — 2-мĕш, мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстерессипе — 4-мĕш, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшĕпе 2-мĕш вырăнсем йышăнать.

Ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕм калăпăшĕпе пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх мала тухнă. Çав вăхăтрах çитменлĕхсем те çук мар паллах. Кăрлач-ака уйăхĕсенче уйăхри вăтам ĕç укçи пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,8 % çеç ÿснĕ, районсен хушшинче 20-мĕш вырăнпа кăна çырлахма тивнĕ. Анчах, пĕтĕмĕшле илсен, экономика ÿсĕмлĕ аталаннă. Çитĕнÿ ĕç коллективĕсем пĕр-пĕринпе канашласа, паха опытпа паллаштарса вăй хунинчен килнĕ. Çакна район активĕпе ирттернĕ тĕл пулура Иван Моторин та палăртрĕ. Хастарлăх «йышпа вĕрсен хапха та уçăлать» халăх сăмахлăхĕпе чăнласах пĕр килет. Иван Борисович малашне те тунă ÿсĕмсем çинче чарăнса тăмасăр тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
22 июля 2019
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter