Сăр шывĕ урлă выртакан кĕперĕн строительство ĕҫĕсене икĕ ҫул хушшинче пурнăҫа кĕртсе пĕтерме тĕллев лартнă

Мост через реку Суру в Порецком районе отремонтируют за два годаПаян, утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Пăрачкав районĕнче ĕҫлĕ визитпа ҫӳренĕ. Вырăнти халăх республикăран килсе ҫитнĕ ертӳҫĕсемпе пĕрле муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, пуласлăхри тĕллевсене палăртнă.  Сăр юхан шывĕ урлă выртакан кĕпере тĕпрен юсаҫҫĕ, строительство ĕҫĕпе Иван Моторин тĕплĕн паллашнă.  

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проектне тĕпе хурса объекта ҫĕнетсе улăштарма тĕллев лартнă.

Кĕперĕн юсав ĕҫĕсене кăҫал ҫулла пуҫланă.  Графикпа килĕшӳллĕн, объекта 2020-мĕш ҫулсем тĕлне вĕҫне-хĕрне ҫитерме шут тытнă.  Строительство ĕҫĕсене «СК – Волга» ТМЯО пурнăҫлать. Объектăн хакĕ 183 млн танлашать.  Кăҫал планпа килĕшӳллĕн, объект ҫинче 27,2 млн тăкаклама палăртса хунă. Кĕпер ĕҫне пурнăҫланă чухне, вăхăтлăх ҫул та сарнă, унтан машина ытти транспорт иртсе ҫӳрет.

«СК – Волга» ТМЯО генеральнăй директорĕн ҫумĕ Юрий Скрипилин хăйĕн сăмахĕнче строительство ĕҫĕсем планпа пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăҫланса пынине асăннă.   Вăхăтлăх хута янă ҫул ҫинче 3 тонна таякан машинăсем кăна ҫӳремеллине палăртнă. Васкавлă пулăшу памалли, пушартан сыхланмалли машинăсем валли нимĕнле чару та пăхса хăварманнине палăртнă.      

 Пăрачкав сали ҫывăхĕнчи  Сăр шывĕ ҫийĕн 455 метр тăсăлса выртакан кĕпер чаплă пуласси никама та иккĕлентермест. Ҫакнах строительсем те ҫирĕплетсех калаҫҫĕ.  

Палăртмалла, хăй вăхăтĕнче кĕпере 1970 ҫулта хута янă. Кĕпер федераци пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсене те пĕрлештерсе тăрать. Кӳршĕллĕ регионсем те вăл кĕпер урлă кулленех каҫса ҫитес ҫĕре ҫул тытаҫҫĕ.   

Фоторепортаж



23 июля 2019
11:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter