Хĕрлĕ Чутай районĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ

В Красночетайском районе обсудили итоги развития за первое полугодие 2019 годаУтă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ визитпа Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнă. Ертӳҫĕсем муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, ҫитес тапхăр валли тĕллевсене палăртнă.

Ĕҫлĕ канашлу савăнăҫлă лару-тăруран пуҫланнă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ районта ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнисене Чăваш Республикин Тав ҫырăвне парса чысланă. Ҫамрăк мăшăрсене сертификат, юратупа шанчăклăх медальне тивĕҫнисене ырă сăмахсем каласа телей суннă ертӳҫĕсем.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Башкиров тарăн доклад туса панă. Вăл район бюджечĕн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, наци проекчĕсене тĕпе хурса ĕҫленĕ мероприятисем пирки каласа кăтартнă, муниципалитет программисем епле пурнăҫланнине палăртнă.  

Район бюджечĕн ҫур ҫулхи кăтартăвĕ 152 млн танлашнă. Пĕлтĕрхи ҫак вăхăтри кăтартуран 15 процент пысăк пулни куҫкĕретех.

Муниципалитетра аграри тытăмĕ ҫулран ҫул вăй илсе пырать. «Коминтерн» СХПК, «Свобода» колхоз, «Нива» СХПК ыттисемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче, вĕсен ҫитĕнĕвĕсем куҫкĕретех.

Ял хуҫалăх пайĕнче инвестициллĕ проектсем пурнăҫа анлăн кĕрсе пыраҫҫĕ.

«АгроКон»  ТМЯО хăяр лартса ҫитĕнтерессипе курăмлă тăрăшать. Усă курăнмасăр выртакан ҫĕрсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе те аванах ĕҫлеҫҫĕ, кăтарту 94 га ҫитнĕ.

Районти хуҫалăхсем ял хуҫалăх техникине ҫĕнетсех пыраҫҫĕ, ҫулталăк пуҫланнăранпа хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан 7 ед техника туяннă, вĕсемшĕн пурĕ 17 млн тăкакланнă.    

Автомашина ҫулĕсене тирпейлесе тăрасси ыйту актуаллă шутланать.  Хĕрлĕ Чутай районĕн ҫул-йĕр фончĕ 45 млн танлашать.  Вĕсенчен 15 млн ял тăрăхĕсенчи ҫулсене юсаса тăма палăртса хунă.   Пĕтĕмпе 3 ҫухрăм ҫул сарасси планра пур, объектсем валли 30 млн пăхса хăварнă.  

Александр Башкиров районта пĕтĕмпе нацин 5 проекчĕпе тата федерацин 11 проекчĕпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине хыпарланă.

Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан шкулсем программăна тĕпе хурса районти вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен юсама график тунă. Шкулсенче хушма уйрăмсем хута каясси паллă, пурлăхпа техника базине те пуянлатасси куҫкĕретех.

Чăваш автономи облаҫне йĕкреленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса «Ҫын тата ҫутҫанталăк»  тăван тавралăха кăтартса паракан халăх музейне ҫĕнетсе улăштарма тĕллев лартнă.  Район инфратытăма ҫĕнетессипе ҫав тери хăватлă ĕҫлесе пырать. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе район активлă тăрăшать.  Пурĕ 20 проект автомашина ҫулĕсене сарассипе ҫыхăннă, ача сачĕсене хута ярассипе те 7 проект, ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлессипе 22 проекта пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшать район.

Канашлура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов тата Чăваш Енри ҫын прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăн Надежда Прокопьева тухса калаҫнă.  

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин муниципалитет 2019 ҫулта лайăх ĕҫлесе пынине каланă.     «Налук пухассипе, социаллă пурнăҫа аталантарассипе, экономикăна вăй илтерессипе район курăмлă ĕҫлет. Ытти районсемпе танлаштарсан, кăтартуллă муниципалитет ĕҫлесе пырать», – тенĕ Иван Моторин.    

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕсене тĕпе хурса, районта объектсем тирпейленсе пыраҫҫĕ тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин указĕпе килĕшӳллĕн, 2024-мĕш ҫулччен автомашина ҫулĕсене тĕпрен ҫĕнетсе ҫитермелле.  Палăртнă ыйту ҫине шалти ĕҫсен пайĕнче тăрăшакансем те сахал мар тимлĕх уйăраҫҫĕ,  ҫулсем ҫинче йĕрке пăсакансене вăхăтра штраф тӳлеттерсе пыраҫҫĕ. Малашне те Чăваш Ен Правительствипе  муниципалитетăн килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымалла», – тесе чĕнсе каланă вăл. Районта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн ырми-канми тăрăшмалла, ĕҫсĕррисен шутне чакармалла, тупăша ӳстерессишĕн ҫине тăмалла.

«Паха ĕҫ опычĕсене яланах кулленхи ĕҫсенче тĕпе хумалла.  Кӳршĕллĕ муниципалитетсемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле», – тесе каланă Чăваш Ен Правительствин Ертӳҫи.     

 Фоторепортаж



24 июля 2019
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter