«Чи лайăх муниципалитет практики» пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи конкурсра мала тухаканнисене укҫан тĕрев парĕҫ

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. «Чи лайăх муниципалитет практики» пĕтĕм Раҫҫейри конкурсăн регионти ҫĕнтерӳҫисене укҫан пулăшу парса тивĕҫтермелли ĕҫ хутне пăхса тухса йышăнса хăварнă паянхи ларура.

Хула поселенисем – 180 пин, ял поселенисем – 120 пин тивĕҫесси планра пур.  Чăваш Республикин республика хыснинче ҫĕнтерӳҫĕсем валли 1,2 млн  уйăрнă.

Регион шайĕнче палăртнă ҫĕнтерӳҫĕсене федераци шайне конкурс комиссине тăратĕҫ.  Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене вара юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ҫирĕплетĕҫ.

«Чи лайăх муниципалитет практики» Пĕтĕм Раҫҫейри конкурса 2017-мĕш ҫултан ирттерме пуҫланă.  Ҫĕнтерӳҫĕсене яланхиллех Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин дипломĕсемпе наградăласси паллă.  Ҫĕнтерӳҫĕсене федераци хыснинчен укҫа куҫарса парĕҫ.

Аса илтеретпĕр, 2018  ҫулта конкурсра Чăваш Республикин тĕп хули – Шупашкар мала тухнă, вĕсем  иккĕмĕш вырăн йышăннă. Муркаш районĕнчи Юнкă ял поселенийĕ те хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухса ыттисене тĕслĕх кăтартса панă.  Шупашкар хулине федераци бюджетĕнчен 2,280 млн куҫарнă, Муркаш районĕнчи Юнкă ял поселение – 720 пин тенкĕ тивĕҫтернĕ.     



24 июля 2019
12:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter