Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ визитпа Пăрачкав районĕнче пулнă

На совещании с активом Порецкого района рассмотрены вопросы реализации инвестиционных проектов Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ визитпа Пăрачкав районĕнче пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ларăвне хутшăннă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Пăрачкав районĕн администрацийĕн ертӳҫи Евгений Лебедев тарăн доклад тунă.   Вырăнти ертӳҫĕ муниципалитетри пысăк ĕҫсем пирки каласа кăтартнă, социаллă пурнăҫа лайăхлатассипе ҫыхăннă мероприятисемпе паллаштарнă, экономикăна вăй илтерме тĕрев паракан проектсем ҫинчен чарăнса тăнă. Сăмах май, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те каласа хăварнă.   

Район администрацийĕн ертӳҫи инвестициллĕ проектсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. 2019 ҫулта ҫур ҫуллăхра пурĕ 213 млн инвестици явăҫтарнă. Халăх валли ҫĕнĕ 17 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. Палăртса хунă тăрăх, ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле пĕтĕмпе 458,9 млн инвестици хывасси планра пур, енчен те палăртса хунисем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕрсен халăх валли тата та ҫĕнĕ 29 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленет.

Канашлура «Чувашия-Сычуань» проект пирки те сахал мар сăмахланă ертӳҫĕсем. Проект пурнăҫа темиҫе тапхăрпа кĕресси паллă.  Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пысăк комплекс чаплă пуласси никама та иккĕлентермест. Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа объект валли  «Сычуань-Чувашия Агропромышленная торговая компания» ТМЯО пурĕ 150,8 млн тăкакланнă.  

Евгений Лебедев хăйĕн сăмахĕнче района ҫĕнĕ инвестор килнĕ хыҫҫăн, усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе аванах ĕҫлесе пынине хыпарланă. Палăртнă организаципе 5029 га йышăнакан ҫĕр лаптăкĕпе ĕҫлеме аренда шучĕпе ĕҫ хучĕсене ҫирĕплетнĕ. Предприяти ӳсен-тăран лартса ҫитĕнтерессипе те курăмлă ĕҫлени пурсăмăра та савăнтарать.  

«Пăрачкав тăрăхĕнче пурăнакансем пысăк проект пурнăҫа кĕрессине пĕрре те иккĕленмеҫҫĕ. Ҫынсене валли ĕҫ вырăнĕсем тупăнаҫҫĕ теҫҫĕ вĕсем. Район бюджечĕ хăпарса пырасси те паллă. Палăртма кăмăллă, ҫĕрсене пусă ҫаврăнăшне кĕртсе пыма районта пурăнакан 50 ҫынна явăҫтарма та ĕлкĕрнĕ ҫӳлерех асăннă предприяти. Ют хуласене тухса кайса ĕҫлесси пăрахăҫлансах пырать», тесе ырă хыпара каланă район администрацийĕн пуҫлăхĕ.  

Районăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те ҫук мар. Евгений Лебедев Сăр шывăн ҫыран хĕррисене ҫирĕплетмеллине, автомашина ҫулĕсене тирпейлесе ҫитермеллине асăннă. Хуҫалăхсене выльăх шутне ӳстерме патшалăх енчен  ытларах тĕрев пулсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ, кредит илме ҫăмăллăхсене йышăнсан, ҫĕр ĕҫченĕсем тата та вăйлăрах аталанса пырасси куҫкĕретех пулĕ тесе сăмаха ҫавăрнă район администрацийĕн пуҫлăхĕ.

Пăрачкав районĕн ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă май, Юстици министерствин Чăваш Енри управленийĕн пуҫлăхĕ Ольга Никонова пысăк хак панă, унăн сăмахĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Мельников та килĕшнĕ.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетсе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ  Иван Моторин район аванах ĕҫлесе пынине каланă, сахал мар чаплă проектсем пуррине ҫирĕплетсе хăварнă. Китай Халăх Республикин пысăк проекчĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă вăл.

«Чувашия-Сычуань» агропарк парка хута яма КХР Правительствипе килĕшнĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех асăннă организаци Ҫĕмĕрле тăрăхĕнче те  ҫĕрсемпе ĕҫлеме кăмăл тунине, 2000 га ҫĕр лаптăкĕпе усă курма ĕҫ хучĕсене йышăнма тĕллев лартнине хыпарланă.  

«Предприяти маларахри ҫулсенче палăртса хунă ĕҫсене тĕпрен пурнăҫа кĕртсе пырать. Планпа килĕшӳллĕн пĕтĕмпех ĕҫсем йĕркеленеҫҫĕ. Раҫҫей Федераци шайĕнче хаклав илеҫҫĕ вĕсем. Районшăн кăна мар, республикăшăн та пысăк проектсем пурнăҫа кĕрсе пыни паха», тесе каланă Иван Моторин.   

Проектсене пурнăҫа кĕртме район администрацине те витĕм кӳме чĕнсе каланă Чăваш Ен Правительствин Председателĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн указĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тĕллевлĕ ĕҫлемеллине, наци проекчĕсене тĕпе хурса, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартса пымаллине асăннă вăл сăмаха тăсса. Бюджет укҫи-тенкине ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле, унпа тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине асăннă.   Объектсене вăхăтра графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пымаллине те каланă вăл.  

«Федераци тата республика уйăракан укҫа-тенкĕне тĕллевлĕн тăкакламалла. Уйрăмах вăл пулăшусене ҫивĕч тĕрĕслесе тăратпăр. Бюджетран куҫакан укҫапа пĕлсе тата тĕрĕс усă курмалла» , тенĕ премьер-министр.    

Иван Моторин муниципалитета программăсемпе активлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă.  Паллă, инвестициллĕ проектсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартмалла, ĕҫсĕррисен йышне чакармалла, чухăн пурăнакансем пачах та пулмалла мар.    

Канашлура хускатнă мĕнпур ыйтусене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ҫирĕп тĕрĕслеве илессине асăннă Чăваш Ен Правительствин Председателĕ канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май.    

Фоторепортаж 



24 июля 2019
07:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter