Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Хĕрлĕ Чутай ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Сельские поселения Красночетайского района готовы участвовать в софинансировании проектов стоимостью более 5 млн рублейУтă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Хĕрлĕ Чутай районĕн пуҫлăхĕпе Александр Степановпа тата Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн ертӳҫипе Александр Башкировпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем  бюджет ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, халăхăн тупăшне ӳстерсе пырасси пирки сӳтсе явнă.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсасси, ҫул-йĕр фончĕпе ҫыхăннă ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă.  

Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем ҫав тери паха. Вĕсемпе кулленех ĕҫлесе пымаллине асăннă ертӳҫĕсем. Пурĕ районта халăхăн 47 пуҫаруллă проекчĕ пурнăҫа кĕрет, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 31 млн танлашать. Халăх сĕнĕвне шута илсе, ытларах укҫа-тенкĕ ҫулсем сарасси ҫине тăкакланасси паллă.   

Александр Башкиров пысăк ял тăрăхĕсенче пурăнакансем 5 млн иртекен проектсене пурнăҫа кĕртме хатĕррине хыпарланă. Вырăнти ҫынсем хăйсем те хушса тӳлеме хавас тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Влаҫ тата халăх пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени куҫкĕретех асăннă муниципалитетра.

Иван Моторин ыйтупа килĕшнĕ, активлă ĕҫлесе пыракансене патшалăх та пысăк тимлĕх уйăрать тенĕ вăл. Апла пулсан, ял поселенийĕсенче инфратытăм ҫĕнелĕ, хуларисенчен пĕрре те кая пулмĕ.

Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем ытти ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 



24 июля 2019
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter