«Раҫҫей почти» Чăваш Енри уйрăмĕсенче ĕҫлекенсен ĕҫ укҫине ӳстереҫҫĕ

Зарплату работников «Почты России» в Чувашии повысят Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Раҫҫей почти» Атăл макрорегионăн  1 ФГУП директорĕпе Елена Зайцевăпа тата «Раҫҫей почти» Чăваш Енри филиалĕн директорĕпе Владимир Тимофеевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Раҫҫей почтин пысăк калăпăшлă проекчĕ пирки сӳтсе явнă, почта ҫыхăнăвĕнче ĕҫлекенсен шалу укҫине ӳстерес ыйтусене пăхса тухнă. Малашне тапхăр-тапхăрăн ĕҫ укҫи почта ҫыхăнăвĕнче ĕҫлекенсен ӳссе пынине каланă ертӳҫĕсем.

Елена Зайцева хăйĕн сăмахĕнче предприятийĕн ертӳлĕхĕ ҫулталăк ҫурăра  почта пайĕнче ĕҫлекенсен ĕҫ укҫин виҫине вăтам кăтартăва илсе ҫитерме тĕллев лартнине хыпарланă. Паллă, професси пĕлĕвĕсене пăхса шалу укҫи ӳсĕ.    «Чăваш Енре ĕҫлекен 2000 ҫынна ҫĕнĕлĕх кĕтет, вăл мĕнпур ĕҫченсенчен 70 проценчĕ шутланать.  Почта ҫыхăнăвĕсен уйрăмĕсем курăмлă ĕҫлени куҫкĕретех, вăтамран тупăш 20 процент хăпарĕ», - тесе пĕлтернĕ Раҫҫей почтин Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Владимир Тимофеев.    

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин палăртнă тăрăх, регионта ĕҫлесе пурăнакан халăхăн ĕҫ укҫин виҫине ӳстерсе пырасси тĕп приоритетсенчен пĕри. Почта уйрăмĕсем сахал мар регионта, вăл пысăк предприятисенчен пĕри шутланать.

Пĕр пухăнса калаҫнă пек чухне, ертӳҫĕсем ялсенчи почта уйрăмĕсем пирки те чарăнса тăнă, граждансене тивĕҫтерекен пулăшусем ҫинчен канашланă. Палăртмалла, почта уйрӑмӗсен тытӑмӗ йӗркеллӗ аталанать, пулӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсем йышлӑланаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтри технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ. Оборудование тата программа тивӗҫтерӗвне ҫӗнетмелли анлӑ ӗҫ вӗҫленнӗ. Логистикӑпа технологи процесӗсене лайӑхлатни почтӑпа яракан япаласен ӳссе пыракан калӑпӑшне туллин пурнӑҫлама тата кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатма май параҫҫӗ.

Паянхи пурнăҫ таппинче почта уйрăмĕнче ĕҫлекенсем халăха патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ. Таварсем илме аван, укҫа-тенкĕ электронлă майпа куҫарса пыма та условисем чаплă. Ялта пурăнакансем, хуларисем пекех килтен тухмасăрах, укҫа-тенкĕпе ҫыхăннă ыйтусене татса пама пултараҫҫĕ, пулăшусемпе усă курнăшăн туххăмрах электронлă майпа куҫарса пама пĕлеҫҫĕ.

   Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинчи УФПС пĕтĕмпе 27,5 млн яхăн посылка тата ҫырусем граждансем патне илсе ҫитерме витĕм кӳрет. Организацисем, предприятисем, мĕнпур халăх вĕсен пулăшăвĕсемпе кăмăллă.

Фоторепортаж



25 июля 2019
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter