Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе юбилейлĕ 100-мĕш чемпионат уҫăлнă

В Чебоксарах торжественно открылся юбилейный 100-й чемпионат России по легкой атлетикеУтă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемионачĕ пуçланнă. Юбилейлĕ 100-мĕш ăмăртăвăн историйĕ 1908 çулта çырăнма тытăннă. Пĕрремĕш чемпионат Санкт-Петербургра иртнĕ. Ун чухне тупăшăва 45 спортсмен хутшăннă.

Сумлă ăмăртăва Шупашкар 7-мĕш хут йышăнать. Пĕрремĕшĕ 2002 çулта иртнĕ. Раççейри чи вăйлă атлетсем юлашки хут Чăваш Ене 2016 çулта пуçтарăннă пулнă.

Чемпионата пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ăшшăн саламланă. Пурне те ăмăртусенче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă. Чемпионат ҫав тери ҫӳллĕ шайра иртессе палăртнă.   Курма пыракансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Чăваш Енре спорт чăннипех вăйлă аталанать. Юлашки ҫулсенче ачасемпе ҫамрăксен спорчĕ вăй илсе пырать. Влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем те хăйсен тĕслĕхĕпе спорта аталантарнине кăтартаҫҫĕ. Вĕсене кура республикăри ытти организаци-учреждени, предприятисем ушкăнпа спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаҫҫĕ.

Чăваш çĕрĕ тĕнчери чи сумлă турнирсенче палăрнă спортсменсене çул уçса панă. Юрий Борзаковский, Анна Чичерова, Иван Ухов тата паллă ытти атлет Шупашкарта иртнĕ чемпионатра çĕнтерсе Олимп вăййисене хутшăнма тивĕç пулнă.

Чемпионат валли çĕнетнĕ стадионта вĕсем тĕрлĕ дистанцире чупас, сикес, тĕрлĕ снаряд ывăтас енĕпе вăй виçеççĕ.

Спорт уявне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Иван Моторинпа пĕрле, Раҫҫенй Федерацийĕн çăмăл атлетика федерацийĕн вицепрезиденчĕ - çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский, Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Елена Николаева, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Валентина Егорова хутшăннă. Вĕсем спортсменсене ăнăçу суннă.

Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев спортсменсене саламланă май, ҫĕрĕмĕш чемпионат хулан юбилейĕпе тӳр килнине палăртса хăварнă, сывă общество йĕркелессине тӳпе хывакансене пурне те тав тунă, ҫирĕп сывлăх, тăнăҫлăх, спортра, кулленхи пурнăҫра ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе ăнăҫу суннă.

Кăҫал ăмăртусене пурĕ 733 спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Раҫҫей Федерацийĕн 72 регионĕнчен сумлă хăнасем килсе ҫитнĕ.   

Чăваш Ен чысне ҫичĕ спортсмен хӳтĕлет. Вĕсем: Анжелика Сидорова, Екатерина Ишова, Елена НаговицынаВера ВасильеваВладимир ПоповМарина МаксимоваСергей Петров.

Фоторепортаж

 



25 июля 2019
08:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter