Чăваш Енри пиллĕк муниципаллă пĕрлешӳ граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен хăтлă хваттерсене куҫарассипе йышăннă республика программин пĕрремĕш тапхăрне хутшăнать

 Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ĕҫе пухăннисем 2017 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурăнма юрăхсăра тухнă ҫурт-йĕрсенчен граждансене куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерме, пайласа памалли укҫа виҫине пăхса хăвармалли йышăнăва пăхса тухса ҫирĕплетнĕ.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин республика бюджечĕпе ЖКХ реформăламалли фондăн патшалăх корпорацийĕн витĕмлĕхĕпе пурĕ 99,9 млн укҫана регионти пиллĕк муниципалитет пĕрлешĕвне куҫарса парасси планра пуррине хыпарланă. Укҫа-тенкĕ Элĕксене, Пăрачкавсене, Вăрмарсене тата Улатăр хулипе Ҫĕмĕрле хулине тĕрев пуласси паллă.  Ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассине Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвĕпе, наци проектне тĕпе хурса пăхса хăварнă. Граждансен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан йышăнăва хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварни пирки пĕлтернĕ Чăваш Республикин строительство министрĕ.

  Ипотека кредичĕн проценчĕсене саплаштарма Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен ҫамрăк ҫемьесене 20022009-мĕш ҫулсем валли патшалăх енчен самай пулăшу куҫнине асăннă вăл. Ҫӳлерех асăннă пулăшупа 5437 ҫемье усă курма та ĕлкĕрнĕ, вĕсене пĕтĕмпе миллиард ытла укҫа уйăрнă. 2019 ҫулта программа валли 12,3 млн уйăрса хăварнă.   «Хальхи вăхăтра палăртнă программăпа 800 ҫемье черетре тăрать. Субсидисемпе 2024-мĕш ҫулсем тĕлне тивĕҫтерме график тунă»,   тенĕ министр.  2019 ҫулта ҫамрăк ҫемьесене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтересси Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх программипе тӳр килсе пырать. Вăл ĕҫсене йĕркелесе пыма республика валли 397 млн пăхса хăварнă, виҫерен федераци бюджетĕнчен 254 млн куҫать. Патшалăх тĕревĕ пĕтĕмпе 545 ҫамрăк ҫемьене куҫĕ, вĕсем хăйсен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕҫ.

Ларура тăлăхсене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтересси пирки те ыйтăва хускатнă. Паянхи куна палăртса хунă 195 ҫуртран 75-шне хута яма та ĕлкĕрнĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсĕр юлнисене хваттерсемпе тивĕҫтернĕ.      



25 июля 2019
07:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter