Ҫĕрпӳ районĕн ĕҫ кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе ҫыхăннă канашлăвĕнче пуласлăхри тĕллевсене сӳтсе явнă

На совещании по итогам развития Цивильского района обсуждены задачи на перспективуУтă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ визитпа Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă. Районти активпа пĕрле хуларан килнĕ влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем  2019 ҫулхи тĕллевсем пирки тарăн канашланă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн  пуҫлăхĕ Игорь Николаев тарăн доклад туса панă. Ертӳҫĕ бюджетпа ҫыхăннă ыйтусем тавра чарăнса тăнă, ял хуҫалăх аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă, вак тата вăтам предпринимательлĕх ҫинчен пĕлтернĕ, строительство пайĕ епле аталанса пынипе паллаштарнă. Халăха ĕҫпе тивĕҫтерс, ҫул-йĕр ыйтăвĕсем, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ, культура тытăмĕнчи ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Спорт, инфратытăм аталанăвĕ пирки те самай канашланă ертӳҫĕсем.

Кăҫал районта инвестициллĕ 13 проект пурнăҫа кĕнĕ. Агропромышленнноҫ пайĕнче курăмлă ĕҫлесе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Производствăсем модернизациленеҫҫĕ, пысăк технологи вăй илет, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ. Ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, ӳсен-тăран акса ҫитĕнтерессипе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ районта.

Шкул ҫулне ҫитменнисене ача сачĕсене вырнаҫтарасси те ҫивĕч ыйту. РФ Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, «Демографи» наци проектне тĕпе хурса,  Ҫĕрпӳ районĕнче 240 ачана вырнаҫтармаллăх пысăк объект хăпарса пырать.  Строительство ĕҫĕсем графикпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ.  2020–2021-мĕш ҫулсенче тата та муниципалитетра ача садне хута яма плана кĕртсе хăварнă.   

Паянхи канашлура, ялта пурăнакансем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки пĕлтернĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне. Ҫĕрпӳ районĕнчи нумай функциллĕ центăра анлăлатма ыйтнă пуҫлăхсенчен вырăнти халăх. Историпе тăван тавралăха ҫутатса паракан музейĕн ҫуртне реконструкцилеме витĕм кӳнĕшĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата регион Правительствине мухтаса тав сăмахĕсем каланă ҫынсем. Культура енĕпе ҫыхăннă проект чăнласах та халăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине ҫирĕплкетнĕ вĕсем.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указĕсенчи тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тесе, Чăваш Республикинче мĕнпур сферăра паха проектсем пурнăҫланса пынине хыпарланă Иван Моторин. Экономика хăватланать, социаллă сфера кунран- кун ҫирĕпленсе вăй илсе пырать. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пыни те куҫкĕретех, ҫакнах граждансем те пĕрре мар ҫирĕплетсе калаҫҫĕ. «Наци проекчĕсемпе ĕҫлессинче муниципалитет пĕрлешĕвĕсем те пысăк тӳпе хываҫҫĕ. Пысăк ҫитĕнӳсем мĕнпур шайри влаҫри ҫынсем халăхпа пĕрле, вĕсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса  пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынипе пулса пыраҫҫĕ», –тесе палăртнă вăл.  

Канашлура Чăваш Республикине хăвăрттăн аталантарса пымалли пысăк проект пирки те сăмахланă.

2024-мĕш ҫулччен Чăваш Республикин Правительствин стратегийлĕ планĕ пулса тăрать ҫӳлерех асăннă программа. «Муниципалитетăн та палăртнă программăна туххăмрах кĕрсе пымалла, пĕрле килĕшсе вăхăтра ĕҫлесе пырсан, тухăҫлăх та ӳсет. Раҫҫей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене ун чухне тата та хăвăртрах пурнăҫа кĕртме пулĕ», – тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.   

Фоторепортаж



25 июля 2019
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter