Çĕрпÿсем вырмана тухнă
«Çур çулта эпир нумай ĕç тунă. Çапах та, района илĕртÿллĕрех, хитререх тăвас тесен ĕçлемелли тата нумай-ха», - çапла палăртрĕ паян Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Николаев районăн 6 уйăхри социаллă-экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май.
Ларăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. Игорь Вадимович пĕлтернĕ тăрăх, район йĕркеллех аталанса пырать, хăш-пĕр кăтартусемпе малтисен ретĕнче те. Калăпăр, налук пухассипе 2-мĕш вырăнта. Ку тăрăхри çынсем вăтамран 72 çул пурăнаççĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2 çул хушăннă. Районта паян вăрăм ĕмĕрлĕ 79 çын пурăнать. Вĕсенчен иккĕшĕ 100 çултан иртнĕ. Çак кăтартусем, паллах, пурнăç шайĕ лайăхланнине пĕлтереççĕ. «Ĕнер «Цивильский Бекон» хуçалăхра вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Тыр-пул гектартан 41 центнер тухать. Маларах пăхнипе пĕтĕмпе 52 тонна тĕш тырă пухса кĕртме ĕмĕтленетпĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, сĕт сăвасси те, аш-какай туса илесси те ÿснĕ. Чăх-чĕп йышне 20 процента яхăн хушнă. Выльăх-чĕрлĕх валли пахалăхлă апат хатĕрлес тесе тăрăшатпăр. Вырмана та кĕске вăхăтра, кăлтăксăр, ăнăçлă ирттересшĕн», - терĕ Игорь Вадимович.
Игорь Николаев палăртнă тăрăх, Çĕрпÿсен ытти отрасльте те çитĕнÿсем чылай. Çав вăхăтрах çитменлĕхсене те асăнчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Калăпăр, паянхи кун ку тăрăхра 5 врач çитмест. Администрацинче çамрăксемпе ĕçлекен специалист çук, ялсене асфальт çул сарма укçа-тенкĕ çитмест… Пухăннисем Иван Борисовича икĕ ыйту пачĕç. Мĕнле ыйтусем вĕсем? Çĕрпÿсене уйрăмах мĕн пăшăрхантарать? Кун пирки тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн çитес кăларăмĕнче вуласа пĕлме май пулĕ.