Вăрмансене сыхлама май паракан ятарлă техникăсем Чăваш Ене «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн килсе ҫитнĕ

Новые комплексы для патрулирования лесов поступили в Чувашию по нацпроекту «Экология»Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин вăрман хуралĕнче тăрăшакансене торжествăлла майпа вăрманпатруль тăмалли 17 комплекспа тăватă ҫĕнĕ автомашинăсен  уҫҫисене савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвĕпе, «Вăрмансене упрас» федераци программине тĕпе хурса, «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, региона ятарлă техникăсем килсе ҫитнĕ.    Вăл автомашинăсене туянма пĕтĕмпе 30,7 млн тăкакланă.  

Торжествăлла пайра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин юлашки ҫулсенче республикăра экологи ыйтăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă, ҫутҫанталăк пурлăхне упраса пуянлатса хăварас ыйтусемпе сахал мар ĕҫление каланă.

«Пиллĕк ҫул хушшинче «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, htubjy вăрмансене упраса хăварас ĕҫсене пурнăҫлама 320 млн тивĕҫет. Пурлăхпа техника бази асăннă службăн ҫĕнелсе вăй илсех пырать. Шанатпăр, вăрмансенче ӳлĕмрен пушарсем тухмасса, вĕсене упраса тытса пырасса та ĕненетĕп», тенĕ Иван Моторин.

Ҫĕнĕ автомашинăсемпе вăрмансене кулленех  уйрăмах ҫуллахи тапхăрсенче тĕрĕслесе тăма тухĕҫ, вĕсем инкек пулассинчен ҫăлса хăварма витĕм кӳресси паллă.  Техника пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать, ГЛОНАСС вырнаҫтарнă машинăсем ҫинче. Хыпар ҫитсенех, туххăмрах кирлĕ пек ҫĕре автомашинăсем тухма пултараҫҫĕ.      

Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе республика хыснинчен вăрман хуралĕнче тăрăшакансем валли автомашинăсем туянма республика хыснинчен 53,5 млн тăкаклама палăртнă. Укҫа-тенкĕпе ҫĕнĕ автоцистернăсем, ятарлă комплекссем, тракторсем, сухасем тата ытти хатĕрсем туяннă.   

Фоторепортаж



26 июля 2019
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter