Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Суту-илӳ тата общество апатланăвĕн сферин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Суту-илӳ тата общество апатланăвĕн сферин хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Отрасль ветеранӗсем!

 Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Хальхи обществăн пурнăҫĕнче суту-илӳ сферисĕр ниепле те май килмест. Ҫак отраслĕн ĕҫченĕсен ăсталăхĕнчен, чун ăшăлăхĕпе чăтăмлăхĕнчен нумай чухне ҫынсен кăмăл-туйăмĕ, вĕсен пурнăҫ условийĕсем те килеҫҫĕ.

Суту-илӳ ĕҫченĕсем пĕр вырăнта тăмаҫҫĕ  хальхи туянаканăн ыйтăвĕсене тишкерсе хăйсен клиенчĕсем валли хушма меллĕ условисем йĕркелеҫҫĕ. Суту-илӳ тытăмĕ питĕ хăвăрт аталанать: ҫĕнĕ объектсем уҫăлаҫҫĕ, сайра тĕл пулакан суту-илӳ сĕнĕвĕсем пулаҫҫĕ, хальхи йышши технологисем ĕҫе кĕреҫҫĕ, халăх ыйтăвĕсене тивĕҫтересси хăвăртланаҫҫĕ, таварсен ассортименчĕ пысăкланать тата вĕсемпе ҫыхăннă пулăшу ĕҫĕсен тĕсĕсем анлăланаҫҫĕ.

Суту-илӳ ĕҫченĕсен пĕлĕвĕ, опычĕпе ăсталăхĕ наци экономикин ӳсĕмĕн, халăх кăмăл-туйăмĕн лайăхланăвĕн никĕсĕ пулса тăраҫҫĕ.

Сире яваплăхшăн тата хăвăр ĕҫĕре парăннăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп.

Ҫирĕп сывлăх, чечекленӳ, ĕҫре ҫитĕнӳсем, Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн ҫĕнĕ шухăшсене пурнăҫа кĕртме сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                          Михаил Игнатьев 



27 июля 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter