Чăваш Ен спортсменĕсем ҫăмăл атлетика енĕпе Раҫҫей чемпионатĕнче виҫĕ ылттăн медале тивĕҫнĕ

Утă  уйăхĕн 29-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Шупашкарта ҫăмăл атлетикăпа 100-мĕш чемпионат иртнине тарăн сӳтсе явасси. Палăртмалла, мероприятисем «Олимпийский» стадионта утă уйăхĕн 24–27-мĕш кунĕсенче пулнă.

Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Эльвира Матренина хăйĕн сăмахĕнче спорт ăмăртăвĕсенче пĕтĕмпе Раҫҫей Федерацийĕн 72 субъектĕнчен 733 спортсмен хутшăннине хыпарланă. Пурĕ 40 комплект медале тивĕҫессишĕн спортсменсем хĕрӳ тупăшнă. Ăмăртусене пĕтĕмпе 140 судья хакланă. Чăваш Ени 150 волонтёр мероприятине хутшăнса, халăха тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтернĕ.   

Чăваш Республикине пĕтĕмпе ҫăмăл атлетика енĕпе 22 спортсмен хӳтĕленĕ. Ылттăн медале Анжелика Сидорова ҫĕнсе илнĕ. Кĕмĕл медале Вера Васильева, бронза медале Марина Максимова тивĕҫнĕ.   

«Ҫăмăл атлетика енĕпе ĕҫлекен федераци ҫитес ҫул та чемпионата Шупашкар хулинче ирттерме ыйтать. Стадион ҫав тери чаплă, пĕтĕмпех спорт комплексĕ хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать.  Спортсменсем ырăпа ҫеҫ асăнаҫҫĕ» – тесе хыпарланă Чăваш Республикин спорт министрĕ тесе хыпарланă Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Эльвира Матренина.   



29 июля 2019
11:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter