Чăваш Енре пурăнакансем шăматкунсенче тата каҫхи вăхăтсенче те диспансеризаци тухма пултараҫҫĕ

Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – 2019 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра халăха диспансеризаци кăларни.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех асăннă тапхăрта пурĕ 114 пин ытла ҫын хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернине хыпарланă. Камсен сывлăхĕ пирки ыйтусем сиксе тухнă, вĕсене иккĕмĕш тапхăрпа тепĕр хут диспансеризаци кăларма йышăннине те асăннă вăл.  Пĕтĕмпе 8 пин ытла ҫын вăраха кайса чирленине медицинăра ĕҫлекенсем тупса палăртнă, кăтартуран 57 проценчĕ ĕҫлеме пултараканнисем.   Халăх чĕре чирĕсемпе хавшани сисĕнет ытти чир-чĕр те самай ҫынсене  аптратни палăрать тенĕ ведомство ертӳҫи.    Кăҫал ҫур ҫулта шыҫă чирĕсеме чирлекенсене 119 ҫынна тупса палăртнă, вĕсенчен 69-шĕ ĕҫлеме пултараканнисем. Сывлăх сыхлавĕнче тимлекенсем ҫынсен чирĕсене шала каясран вăхăтра тупса палăртни куҫкĕретех, халăх усал шыҫă чирĕпе аптранă пулсан та, вĕсене сыватни лайăх кăтартусем хăйсемех ҫирĕплетсе параҫҫĕ.

Аса илтерсе хăваратпăр, 2019 ҫулта ҫу уйăхĕнчен пуҫласа диспансеризаци кăлармалли йĕрке улшăннă. Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн приказĕпе килĕшӳллĕн, 40 ҫултан иртнĕ граждансем кашни ҫулах диспансеризаци тӳлевсĕр тухма пултараҫҫĕ,  18 ҫултан пуҫласа 39 ҫула ҫитнисем диспансеризацине виҫĕ ҫулта пĕрре тухма ирĕк пур.   

Чăваш Енре сывлăха тĕрĕслеттерме ҫав тери условисем паха. Каҫхине, кану кунĕсенче те специалистсем ҫынсене графикпа килĕшӳллĕн йышăнса пыраҫҫĕ.  Кунсăр пуҫне, 2019 ҫултан пуҫласа кашни уйăхăн пĕрремĕш канăвĕнче халăх валли Пĕрлехи диспансеризаци кунĕ тесе йышăннă.   



29 июля 2019
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter