Чăваш Енри 10600 абитуриент тӳлевсĕр пĕлӳ илме пултараҫҫĕ
Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство ҫуртĕнче ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, муниципалитет пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.
2019–2020-мĕш ҫулсенче Чăваш Енре професси пĕлĕвне илме паракан учрежденийĕсенче бюджет вырăнĕ 10,6 пин йышăнса хăварнă. Аслă шкулсене пурĕ 3 171 абитуриент тӳлевсĕр вĕренме кĕме пултарать.
Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алевтина Федорова хăйĕн сăмахĕнче тĕллевлĕ вĕренме кĕрекенсем те ҫулсерен ӳссех пынине, кăҫал вăл кăтарту 484 ҫитнине пĕлтернĕ. 289 сусăр ача тӳлевсĕр аслă шкулсене вĕренме кĕме пултарать. Ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлнисем валли те ҫак ҫăмăллăх упранса юлнă.
Аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсенчен ытларахăшĕ социаллă наукăпа, психологи, вĕрентекен, сывлăх сыхлавĕнче ĕҫлес текенсем нумай. Технологи специальноҫĕсем те вăй илсе пыни куҫкĕретех. Апла пулсан, ҫамрăксем пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕҫлеме вĕренессишĕн тăрăшаҫҫĕ, паха специалистсем пулса, организацисемпе предприятисенче ĕҫлесе ҫĕршывшăн юрăхлă ҫынсем пуласси те куҫкĕретех.