Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев стратегиллĕ аталану тата наци проекчĕсемпе ĕҫлекен Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи Канаш президиумĕн ларăвне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в заседании президиума Совета при Президенте России по стратегическому развитию и национальным проектамҪĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев стратегиллĕ аталану тата наци проекчĕсемпе ĕҫлекен Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи Канаш президиумĕн ларăвне хутшăннă.  

Ларăва видео-конференци-ҫыхăну мелĕпе ирттернĕ. Ăна Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ – Канаш президиумĕн председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă. Хăйĕн ум сăмахĕнче вăл наци проекчĕсемпе ĕҫлеме тытăннăранпа сахал мар вăхăт иртнине, апла пулсан хăш-пĕр ĕҫсем пирки тĕплĕнрех те сӳтсе явма юрать тенĕ. Проект тухăҫлăхĕ ҫинчен те канашлама вырăнлă  пулнине палăртнă вăл сăмаха тăсса.

«Административлă йышăнусене пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитернĕ. Укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене те туллин татса панă. Регионсене валли ҫитермелли укҫа виҫисем пур. Мĕнпур ыйтăва вăхăтра пурнăҫланă. Субъектсене тĕрев туллин куҫса пырать», – тенĕ Дмитрий Медведев.  

2019 ҫулта нацин 12 проекчĕпе ĕҫлеме 1,7 трлн тенкĕ ытла пăхса хăварнине асăннă, укҫа-тенкĕпе ҫĕршыври регионсем тĕллевлĕн усă курса пынине те палăртнă  вăл.

«Кăҫал ытти ҫулхинчен самай кăтартуллăрах ĕҫлесе пыратпăр. Палăртма кăмăллă, регионсем активлă ĕҫлеҫҫĕ. Ӳлĕмрен те хăвăртлăха ӳстерсе ĕҫлесе пымалла», тесе чĕнсе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ.

Дмитрий Медведев 2020-мĕш ҫулсем вали палăртнă тĕллевсем пирки те тепĕр хут аса илтерсе хăварнă.  Субсидисене вăхăтра  илсейменнисене, сăлтавĕсене уҫăмлатнă хыҫҫăн, регионсене тĕрев малалла  куҫнине каланă вăл сăмах май.

Раҫҫей Правительствин Председателĕ хăйĕн сăмахне вĕҫленĕ май, «Электронлă бюждет» информацисен тытăмĕпе анлăрах усă курма чĕнсе каланă мĕнпур ведомствăсене. Наци проекчĕсем пурнăҫа кĕнине малашне те тĕллевлĕн тĕрĕслесе пырасса шантарнă, хутсемпе вăраха тăсса ĕҫ-пуҫа йĕркелесе пыма юраманнине асăрхаттарнă.

Ларура РФ регионĕсен хăш-пĕр ертӳҫисен доклачĕсене те итленĕ.   

Видеоканашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн тата вăхăтра усă курса пымаллине чĕнсе каланă. Регионта наци проекчĕпе килĕшӳллĕн мĕнпур ĕҫсене туллин туса пымаллине  те асăрхаттарнă.  Объектсене пурнăҫа кĕртме пуҫламалли ĕҫ хучĕсене те утă уйăхĕ вĕҫлениччен вĕҫне-хĕрне ҫитермеллине асăннă Пуҫлăх.

Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Республики федерацийĕн 67 проектĕнчен 52-шĕпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пырать, наци проекчĕн 11 программине туллин пурнăҫа кĕртет.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ 204-мĕш №-лĕ Указ Чăваш Енре анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать, халăх кăмăллă, пурнăҫ шайĕ ырă енне куҫса пыни куҫкĕретех.

2019–2024-мĕш ҫулсенче регионта наци проекчĕсемпе ĕҫлеме 77,1 млрд пăхса хăварнă. Вăл укҫаран федераци центрĕнчен – 28,6 млрд куҫать, республика хыснинчен – 18,5 млрд.  Чи пысăк укҫа автомашина ҫулĕсене сарма тăкакланать, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ пайне те самай тĕрев куҫни куҫкĕретех, пысăк кăтартусем те ҫакнах ҫирĕплетсе параҫҫĕ.  Чăваш Республикин хыснинче регион шайĕнче палăртса хăварнă проектсене пурнăҫа кĕртме пурĕ 2019 ҫул валли 9,9 млрд йышăнса хăварнă.   

Фоторепортаж



03 июля 2019
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter