Улатăр районĕн ĕҫ кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе ҫыхăннă канашлăвĕнче пуласлăхри тĕллевсене сӳтсе явнă

На собрании актива Алатырского района обсуждены итоги развития за 1 полугодие 2019 годаУтă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Улатăр районне ĕҫлĕ визитпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пулнă. Унта вăл муниципалитетăн кăҫалхи ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă. Вырăнти актив республикăран килсе ҫитнĕ хăнасемпе пĕрле пуласлăх ҫул-йĕрĕ пирки те тарăн пăхса тухнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Улатăр районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Нина Шпилевая тарăн паллаштарнă.   Муниципалитет ертӳҫи бюджет ыйтăвĕ пирки каласа панă, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатассипе ҫыхăннă ыйтусене тишкернĕ, инфратытăма ҫĕнетни пирки каласа панă, ялта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ хăпарса пыни ҫинчен чарăнса тăнă.  

Районта ҫул-йĕр ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.  «Хăрушсăрлăх паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, пысăк икĕ объекта тĕпрен юсанă.  

Нина Шпилевая хăйĕн сăмахĕнче, ҫулсен пахалăх шайне ӳстерсе пырассишĕн объектсене пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе йĕркелесе пынине хыпарланă, ытларах  ҫулсем ҫине  щебень сарнине те асăннă вăл.   

Ял поселенийĕсенче культура ыйтăвĕсем ҫине те сахал мар тимлĕх уйăрнă. «Культура» наци проектне тĕпе хурса ҫуртсем пĕтĕмпех модернизациленсе пыраҫҫĕ. Объектсен пурлăхпа техника базине те ҫĕнетсе пыраҫҫĕ. Пĕр сăмахпа калас пулсан, пысăк центрсем йĕркеленеҫҫĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  муниципалитетри ҫĕрсем пирки чарăнса тăнă, вĕсемпе пĕлсе тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине асăрхаттарнă.  

Пĕчĕк шкулсем районта сахаллансах пыраҫҫĕ. Объектсене ҫĕнĕлле, пысăклатса пыраҫҫĕ, вĕсем ҫумĕнче шкул ҫулне ҫитменнисем валли ача сачĕсем те йĕркелеҫҫĕ. Ҫуртсем комплекслă пулсан, ачасене тарăн пĕлӳ пама питĕ ансат вĕрентекенсемшĕн.  Условисем паха, пĕр сăмахпа каласан вĕренекенсем валли пĕтĕмпех кирлĕ пек хатĕрсем ҫителĕклĕ пулса пыраҫҫĕ.

Шкулсене комплекслă пысăк йĕркелесе пымасан, ачасене тарăн пĕлӳ пама хĕн тесе асăннă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ. Тепĕр тесен, тăкаксем те пĕчĕкленсех пыраҫҫĕ.

Ҫĕрсем, пурлăхсем пирки сăмах пуҫарнă май,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ района ытларах инвесторсем явăҫтармалли пирки асăннă. Ҫĕрсемпе тухăҫлăн усă курса пымалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ял хуҫалăх тытăмĕпе районта пĕтĕмпе 9 предприяти тăрăшать, хресчен-фермер хуҫалăхĕсем – 16.    Муниципалитетра «КиПиАй Агро» курăмлă ĕҫлет. Вĕсем Чулхулара та хăйсен бизнесне активлă аталантарса пыраҫҫĕ. Кунсăр пуҫне, 2019 ҫулта ял хуҫалăхĕпе «Возрождение-М» ТМЯО ĕҫлеме пуҫланă. Вĕсем усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе ырми-канми вăй хураҫҫĕ, планпа килĕшӳллĕн 5 га ҫĕр лаптăкне тирпейлеме тĕллев лартнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ĕҫлеме шут тытнă предприяти.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йăлари хытă каяшсем пирки ыйтăва та хускатнă, район епле ĕҫлесе пынипе кăсăкланнă. Ҫӳп-ҫапа тиесе пуҫтарса тухнăшăн, халăхăн вăхăтра укҫа-тенкĕне пуҫтарса пымаллине те асăрхаттарнă ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса. Ҫынсем пулăшусемшĕн вăхăтра тӳлеменни те тепре чухне йывăрлăх кăларса тăратать тенĕ вăл.     

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Иван Моторин Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви субъектсенчи влаҫри ҫынсен ĕҫне хаклассинче, ытларах чухне муниципалитетсен кăтартăвĕсем ҫине те пысăк тимлĕх уйăрса пынине асăнса хăварнă вăл.

«Енчен те регионсем, муниципалитетсен ҫитĕнĕвĕсем пысăк пулсан, паха ĕҫ тĕслĕхĕпе палăрсан, вĕсене патшалăх енчен грантсем те парса тивĕҫтерĕҫ», – тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

 Фоторепортаж



30 июля 2019
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter