Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ визитпа Улатăр хулинче пулнă

Подведены итоги социально-экономического развития города Алатыря за первое полугодие 2019 годаУтă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ визитпа Улатăр хулинче пулнă. Ертӳҫĕсемпе пĕрле вырăнти актив 2019 ҫулхи пĕрремĕш ҫур ҫуллăхри ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, ҫитес тапхăр валли тĕллевсене палăртса хунă.  Халăхпа пĕрле пĕр пухăннă пек чухне муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне кăна пăхса тухман ытти йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те тишкернĕ. Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – ҫутҫанталăк газĕпе усă курнăшăн пухăнса кайнă парăм. Ҫуркунне Чăваш Республикин республика хыснинчен субсиди мелĕпе хулана парăмсене саплаштарма 32,2 млн уйăрса панă.   

Улатăр хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче, республика Правительстви тĕрев панине кура, парăм виҫине чакарма самай май пулчĕ тесе хыпарланă.  Маларахри парăмăн кăтартăвĕ 142,3 млн пулнă пулсан, халĕ вара 90 млн ҫеҫ тăрса юлнă тесе пĕлтернĕ вăл.

Ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан, Улатăр хулине дотаци самай куҫса пырать тенĕ сăмаха малалла тăснă май Иван Моторин. Бюджета шайлаштарса пыма та меллĕ хулан тенĕ вăл сăмаха хушса.   Чăваш Республикин республика бюджетне иккĕмĕш хут кăҫал тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, Улатăр хулине хушма укҫа 53,2 млн куҫарса панине те асăннă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.   

Сăмах май, муниципалитет укҫи-тенкипе пĕлсе тата тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă вăл вырăнти ертӳлĕхе.  Хулан харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле, кредитсен парăмĕсене пĕчĕклетсе пырассишĕн те тăрăшмалла тесе хушса хунă ертӳҫĕ. Республика ертӳлĕхĕ хулара пурăнакансен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма яланах хатĕррине, май пулнă таран витĕм кӳме пултарасса асăннă. Мĕнпур шайри влаҫра ĕҫлекенсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырасси тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.  Проектсене хатĕрленĕ чухне уйрăмах тимлĕ пулмаллине, пахалăх тени малти вырăна тухса пымаллине асăннă. Республикăра аван ĕҫлесе пыракан муниципалитетсем сахал мар, вĕсен паха ĕҫ опытне тĕпе хурса пыма вĕренмелле тесе хушса каланă республика Правительствин Председателĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – халăха тĕрлĕ пулăшусемпе усă курнăшăн вăхăтра укҫа-тенкĕне тӳлеттерсе пыма хăнăхтарасси.

Хулан актуаллă ыйтăвĕсене сӳтсе явассипе ҫыхăннă анлă канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн пулăшуҫи Светлана Ананьева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ – бюджет тата финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Юрий Кислов хутшăннă. Ертӳҫĕсем хулана пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, наци проекчĕсенчи тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшма сĕннĕ.   

Палăртса хăваратпăр, Улатăр хули нацин 14 проекчĕпе курăмлă ĕҫлесе пырать. Вĕренӳ, культура, сывлăх сыхлавĕпе, ҫурт-йĕр, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе ҫыхăнă ыйтусене те вăхăтра туллин татса пани куҫкĕретех. Хулан хутлăхне хăтлăлатассипе муниципалитет тăрăшни сисĕнет, вырăнти халăх кăмăллă, ҫакнах канашлура та ҫирĕплетсе хăварнă ҫынсем. 

Фоторепортаж



31 июля 2019
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter