Чулхулара Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе ҫыхăннă Пĕтĕм Раҫҫейри форум ĕҫне хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в работе Всероссийского форума «Производительность 360»Утă уйăхĕн  3-мĕшĕнче Чулхулара Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе ҫыхăннă Пĕтĕм Раҫҫейри форум ĕҫне хутшăннă. Ыйтăва паллах, наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫласа пыраҫҫĕ. 

Форум ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳҫин Пĕрремĕш ҫумĕ  Сергей Кириенко, РФ экономика аталанăвĕн Министрĕ Максим Орешкин, РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата ытти официаллă ҫынсем те хутшăннă.  

Мероприятине пĕтĕмпе 600 яхăн ҫын килсе ҫитнĕ.   Ертӳҫĕсем халăха ĕҫпе тивĕҫтерес, ĕҫĕн тухăҫлăхне ӳстерес ыйтусене тарăн сӳтсе явнă. 

«Производительность 360» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулнă форума РФ Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳҫин Пĕрремĕш ҫумĕ Сергей Кириенко уҫнă, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн тав ҫырăвне вуласа панă.

РФ Президенчĕ хăйĕн сăмахĕнче палăртнă форум питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те сӳтсе явма аван тенĕ вăл. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстересси, пысăк квалификациллĕ кадрсене хатĕрлесси, ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем тупасси ыйтусем те кун йĕркинче тăнине каланă Ертӳҫĕ. 

«Палăртсах калатăп, ĕҫ тухăҫлăхĕ паха специалистсене хатĕрленинчен, пысăк технологисене хăватлантарса пынинчен те нумай килет.  Кун пек чухне предприятисем те вăйланса пырасси куҫкĕретех пулĕ. Производствăсем уҫăлсан, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ, ҫĕршывăн экономики те вăйлансах пырать», – тесе ҫырнă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн салам ҫырăвĕнче.    

Сергей Кириенко ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерни – регламент тесе хакланă. Халăхăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатмаллине, пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлесе пымаллине асăннă вăл. 

Проектсене ăнăҫлă пурнăҫа кĕртесси, ҫынсем тухăҫлăха мĕн чухлĕ ӳстерме пĕлнинчен те килет. Халăхăн ҫĕнĕлĕхсене ĕненмелле, паянхи пурнăҫ таппине тӳр килсе ĕҫлесе пымалла.

«Чи кирли – ырă улшăнусене граждансен туймалла. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, ҫынсем куҫĕсем ҫиҫеҫҫĕ, апла пулсан вĕсен тата та лайăхрах ĕҫлеме вăй-хăват хутшăнать. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ  ҫул-йĕрсем шыраҫҫĕ, пуҫаруллă проектсем хатĕрлеҫҫĕ, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлаҫҫĕ», – тесе хушса каланă Сергей Кириенко.

Ĕҫ тухăҫлăхне епле ӳстерсе пырассипе ҫыхăннă ыйтусем ытларах ахаль специалистсенчен те килмелле, вĕсен сĕнĕвĕсем тата та паха тесе хушса каланă вăл.

Чулхулари предприятисен ĕҫĕпе кăсăкланнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   «Проектный офис стратегии развития Нижегородской области» АНО республика Пуҫлăхĕ губернаторсен ушкăнĕпе пĕрле тухăҫлă регион презентацийĕпе паллашнă.  Кунсăр пуҫне Михаил Игнатьев «Гринатом»  АО пулнă, нумай функциллĕ центр ĕҫне пăхса тухнă.  

Наци проекчĕсемпе ҫыхăннă ыйтусемпе уҫă калаҫусем ирттернĕ, ҫĕнĕлĕхсем пирки пĕлнĕ, промышленноҫ, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе патшалăх управленийĕнчи ĕҫ-хĕлсем пирки калаҫнă.  

Форум ĕҫне Чăваш Республикинчен сумлă делегаци кайнă.  Вĕсем: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин Экономика министерствин представителĕсем, Шупашкар хулин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх ĕҫченĕсем, регионти предприятисен ертӳҫисем хутшăннă. 

Форум ĕҫĕ вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă, лайăх ĕҫлесе пыракан субъектсен паха ĕҫ опытне тĕпе хурса пыни уйрăмах пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă. Пĕр-пĕринпе яланах килĕшсе ĕҫлемеллине, тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарса пымаллине асăннă Пуҫлăх.

«Паха ĕҫ опытне хамăр тăрăхра та пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тăрăшăпăр. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстересси – тĕп ыйтусенчен пĕри.  Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене тивĕҫлĕ шайра халăх патне илсе ҫитерни те вырăнлă. Экономика аталанăвĕ пĕтĕмпех ҫак ҫӳлерех палăртнă ыйтусенчен нумай килет», – тенĕ Михаил Игнатьев.  

Раҫҫейре Чăваш Ен пĕрремĕш ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе йышăннă проекта пурнăҫа кĕртме пуҫланă, ҫĕршыври 16 регион чăнласах та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнă. Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, халăха ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту тĕллевлĕн пурнăҫа кĕрсе пырать, ҫынсем те ҫакна туяҫҫĕ. Пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем граждансем валли хатĕрленни те куҫкĕретех.      

Наци проекчĕн ҫак ĕҫне паянхи куна Раҫҫей Федерацийĕнчи 36 регион кӳлĕннĕ.

Чăваш Республикин федерацин 3 проекчĕпе ĕҫлет. Регионта проектсене пурнăҫлама 2019–2024-мĕш ҫулсем валли пурĕ 2104,74 млн пăхса хăварнă. 

Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерме витĕм кӳрекен центр хута кайнă республикăра.  Центрта ҫителĕклĕ таран специалистсем ĕҫлеҫҫĕ. Профессионалсем РФ центрĕн эксперчĕсемпе тачă ҫыхăну тытса пыраҫҫĕ. 

2018 ҫулта республикăри «Чебоксарское предприятие «Сеспель»  АХО,  «Чебоксарский завод силовых агрегатов» ТМЯО ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе ҫыхăннă ыйтусене пурнăҫа кĕртме пуҫланă. Палăртма кăмăллă, организацисем кунран-кун хăватлансах пыраҫҫĕ. Вĕсен ҫитĕнĕвĕсем те ыттисенчен лайăхрах.  Таварсен калăпăшне те ӳстерсех пыраҫҫĕ вĕсем. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле организацисенче проекта туллин пурнăҫа кĕртсе пĕтернĕ хыҫҫăн, тухăҫлăх 15 процент ытла та хăпарасси куҫкĕретех пулĕ. 

Малтанласа палăртнă эффект: «ЧЗСА» ТМЯО пилотлă лаптăксенче детальсене вырнаҫтармалли ҫула 4 хут та кĕскетме май килнĕ. Вăхăта та перекетлеме аван, вăтамран 50 процент таран сахалланнă, Тавара хатĕрлесе тăратмалли вăхăт та 83 процента ҫити чакнă.  Чи кирли – предприятире ĕҫлекенсен шалу укҫи пысăкланнă. Пĕлтĕрхинчен 7 процент пысăк пулни куҫкĕретех.  Ҫаксем пĕтĕмпех ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пыма витĕм кӳнине асăннă предприяти ертӳҫи. Таварсен калăпăшне хăпартса пыма та меллĕ тенĕ вăл.  

«Тин ҫеҫ курса хакланă ырă тĕслĕхсем пире малашне тата та лайăхрах ĕҫлесе пыма хавхалантарса пыраҫҫĕ. Паянхи куна республикăра пурĕ тухăҫлăха ӳстерессипе ҫыхăннă проектсемпе 7 предприяти ĕҫлет», – тесе асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Регионти тата та 23 предприяти наци проекчĕпе килĕшӳллĕн ĕҫсене пурнăҫлассишĕн  ыйтса ĕҫ хучĕсене тăратнă. Организацисем ытларах РФ Экономика министерстви палăртакан программăсене хутшăнма кăмăл тăваҫҫĕ.  Вăл ĕҫсене Чăваш Енрен сахал мар специалист кӳлĕнесшĕн пулни те куҫкĕретех, 13 предприятирен  пурĕ 100 ҫын хутшăнма кăмăл тунă.    

Фоторепортаж



04 июля 2019
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter